Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ешкилт хĕрĕн фотокуравĕ

 

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Сочире иртнĕ XXIIОлимпиадăн хĕллехи вăййисене халалласа  фотокурав ĕçленĕ. Сăн ÿкерчĕксен авторĕ - журналистика уйрăмĕн 4-мĕш курс студентки, пирĕн районти Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шуркасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, пирĕн хаçатпа тачă çыхăну тытнă О.Игнатьева. Оле­ся - Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, армлифтинг енĕпе çĕршыв чем­пионĕ, Раççейре армспорт енĕпе ирттернĕ ăмăртусен призерĕ, Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи стипендиачĕ.

Экспозицине наци чемпионачĕсенчи, Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери турнирсенчи, 2013 çулта Хусанта иртнĕ Универсиадăри спорт кĕрешĕвĕсене сăнлакан ĕçсене кĕртнĕ: çăмăл атлетикăпа, кĕрешессипе, хоккей вăййипе, армспортпа, маунтинбайкпа, футболпа. Олеся Универсиадăн пресс-центрĕнче фотожурналист пулса ĕçлесе спорт мероприятийĕсене çутатса тăнă.

Спорт тĕнчи йывăр та кăткăс, çивĕч те хĕрÿллĕ. Фотоĕçсем спорт тупăшăвĕсен çутă саманчĕсене ĕненмелле уçса, ăнăçсăрлăх кăмăла хуçнине, çĕнтерÿшĕн хĕпĕртесе ÿкнине уçăмлăн кăтартса параççĕ.

                                                                                                   В. Ачча



Канаш ен
07 марта 2014
10:23
Поделиться