Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Ашшĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă

Вырăскас Пикшихри культура çуртĕнче «Атте – пирĕн мухтав» ятпа районти конкурс иртнĕ. Унта ултă çемье хутшăннă: Пайкилтри Николай Семеновпа унăн  ывăлĕ Алексей, Ăвăспÿрт Кипечри Александр Митрофановпа ывăлĕ Антон, Кăшнаруйĕнчи Владислав Филипповпа ывăлĕ Константин, Вăтапуçĕнчи Александр Соловьевпа хĕрĕ Ольга, Уçырмари Алексей Васильевпа  ывăлĕ Станислав, Шăхасанти Валерий Яковлевпа ывăлĕ Николай. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан, ашшĕсен районти канашĕн председателĕ Г. Петров, социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ В. Павлова, граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай пуçлăхĕ И. Сергеева, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн директорĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ О. Микушина хак панă. Конкурсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнă: çĕнтерÿçĕ – Кăшнаруйĕнчи Филипповсен çемйи, иккĕмĕш вырăнта Уçырмари Васильевсем, виççĕмĕшĕнче – Пайкилтри Семеновсем.

         Çĕнтрÿçĕсемпе призерсене, конкурсантсене дипломсем, парнесем, ЗАГС уйăрнă сувенирсем парса хавхалантарнă.

                                                                                                  А. Витальев.

 

 



Канаш ен
26 февраля 2014
15:25
Поделиться