Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Шелттем ялĕн арманĕсем.

1890 çулсенче Канаш районĕнчи Вǎрǎм юхан шывĕн Хачǎм ятлǎ юппинче шыв арманĕ ĕçе кĕни паллǎ. Ǎна пĕвелеттерекенни – Мишкǎ хуçа.  Армана Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттем, Вǎрǎмпуç ялĕсем çÿренĕ.

Мишккǎ хуçа темиçе çултан Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттем хушшинчи юхан шыва пĕвелеттерсе тепĕр арман хǎпартнǎ.

1920 çулснче совет влаçĕн Вǎрǎмпуçĕнчи хастарĕсем çав армансене хуçинчен туртса илнĕ. Хǎйне асаплантарса вĕлернĕ. Çакǎн хыççǎн Кивĕ Шелттем çынни Микулкка Евруков Вǎрǎмǎн сылтǎм тата сулахай çыранĕнче ик арман тутарнǎ.

Темиçе арман Мǎн çырмара та пулнǎ. Вĕсене Тǎван Çĕршывǎн Аслǎ Вǎрçи пуçланиччен, яла илсе килнĕ двигательпе çĕнĕ арман чулне çавǎртарма тытǎнсан хупнǎ.

Пирĕн ял çынни Кируш мучи çĕнĕ экономика политикин тапхǎрĕнче кĕрпе арманĕ уçма мехел çитернĕ. Унǎн чулне ик лашапа çавǎрттарнǎ.



Канаш ен.
28 февраля 2014
09:43
Поделиться