Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Техтĕрĕслев витĕр тухмалла

Çулсерен хулапа районта снегоходсемпе квадроциклсен шучĕ ÿссех пырать. Февраль пуçламăшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 14-та çитнĕ. Çак техника та трактор евĕрлех хăй патне пысăк тимлĕх ыйтать. Снегоходсен те (квадроциклсен, аэро çунасен...) Патшалăх технадзор органĕсенче çулсерен техтĕрĕслев тухмалла. Вĕсен рулĕ умне тракторист-машинист удостоверенийĕ çинче А1 категори пур пулсан çеç ларма юрать. Районта çакăн йышши техникăна регистрацилемесĕр çÿрекенсем те пур. Чылай чухне çакăн пек çулçÿревсем инкекпе вĕçленеççĕ. Инкеклĕ лару-тăру сиксе тухассине сирсе ярас, йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Енре нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет. Çак тĕллевлĕ операцие Чăваш Енри Патшалăх технадзор тата ГИБДД инспекторĕсем хутшăнĕç. Йĕркене пăсакансене тупса палăртса административлă йĕркепе явап тыттарĕç. А.ПЕТРОВ, Патшалăх технадзорăн районти аслă инспекторĕ.



Канаш ен
12 февраля 2014
20:52
Поделиться