Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Чуна хумхантарать шкул вальсĕ

Раççей паттăрĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче йăлана кĕнĕ тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Уява килнисем Янкăлч ял администрацийĕн культура çуртне пуçтарăнчĕç, лăк тулли халăх. Тĕрлĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вĕренекенсем, ĕçлесе пурăнакансем пуçтарăннă унта. Уявра 1953 çулта вĕренсе тухнисем те пулчĕç. Тĕл пулăва шкул директорĕ Светлана Станиславовна Васильева уçрĕ, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вăл вуласа панă Раççей паттăрĕ Н.Гаврилов уяв ячĕпе янă телеграммăна пурте кăмăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çитĕнÿсем сахал мар шкулăн: район шайĕнче ирттерекен предмет олимпиадисенче çĕнтерÿçĕсене илес пулсан пĕлÿ çурчĕ районта кăçал виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Республика олимпиадисенче пирĕн район чысне биологипе Н.Русскова (10-мĕш класс), Н.Филиппова (9-мĕш класс) хÿтĕленĕ, химипе П.Иванова (10-мĕш класс) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Республикăри олимпиадăсенче ытларах Светлана Станиславовна хатĕрлекен ачасем çĕнтернине палăртма кăмăллă. Шкулти кадет класĕ те пысăк çитĕнÿсем тăвать, республикăри кадет класĕсем хушшинче иртекен ăмăртусенче малти вырăнта пулма тăрăшни курăмлă. Уявра сумлă хăнасем чылай пулчĕç, вĕсем пуçтарăннă халăха саламларĕç. Вĕсенчен пĕри – 1980 çулта шкултан вĕренсе тухнă, халь Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Виталий Петрович Семенов. Хăй вăл Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ.Шкул хыççăн Хусанти аслă шкулта инженер-строитель профессине алла илнĕ. Раççейри, Чăваш Енри стройкăсенче мастертан пуçласа генеральнăй директор таранах ÿснĕ, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ строителĕ. Уява вĕсем мăшăрĕпе Раиса Борисовнăпа пĕрле килнĕ. Мăшăрĕ Шупашкарта врач пулса тăрăшать. Тĕл пулу каçĕнче Семеновсем шкула тата шкулти музея пысăк парне пачĕç. Вĕсем халиччен те шкула, шкулти музея укçан сахал мар пысăк пулăшу панă. Çавăн пекех Янкăлчри чиркĕве тума та пысăк укçа хывнă. Виталий Петрович Тава тивĕçлĕ строитель ятне ахалех тивĕçмен ĕнтĕ – алли питĕ ăста унăн. Шкулти музейра В.Семенов хăй аллипе ăсталанă вуншар чаплă япала куçа илĕртет, курсан тĕлĕнсе каймалла! Вăл туса илемлетнĕ сĕрме купăсĕ темрен те паха! Пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр сире, хисеплĕ Виталий Петровичпа Раиса Борисовна! Тавах сире тăван ене, тăван шкула манманшăн. Уяв каçĕнче чылайăн тухса саламлă сăмах каларĕç, тăван шкула тав турĕç, çитĕнÿсем сунчĕç. Шкул коллективĕ пысăк, чаплă концерт хатĕрленĕ. Пур ачана та хутшăнтарма тăрăшнă çак ĕçе. Чаплă тесех каламалла, чăнах та çапла. Учительсем питĕ тăрăшни курăнать, ачасен ашшĕ-амăшне те пысăк тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем тăрăшнипе ташă костюмĕсем çапла илемлĕ пулчĕç. Концерта кадетсем те пысăк илем кÿчĕç. Пурте пĕлетпĕр, пĕрлĕхре – вăй! Уяв каçне хутшăннисене, ял халăхне, пурне те тăван шкула асрах тытнăшăн тав тăватпăр. К.ИВАНОВА, музей ертÿçи.



Канаш ен
12 февраля 2014
20:47
Поделиться