Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Петĕр Çăлкуç ячĕпе – асăну хăми

Августăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ, РФ Журналистсен союзĕн, ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ, паллă сăвăç, куçаруçă, журналист Петр Николаевич Кузьмин – Петĕр Çăлкуç пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ. Шăпах çак кун Кивĕ Шелттемре вăл çуралса ÿснĕ çурт çине асăну хăми çирĕплетрĕç.

Ентешне, ĕçтешне чыс тума-асăнма халăх чылай пуçтарăннă. Нумай ăшă сăмах янăрарĕ çак кун Петĕр Çăлкуç ячĕпе. Пуçтарăннисем, сăмах тухса калакансем пурте Петр Николаевичăн уçă кăмăлне, çырас талантне, вăл яланах çынсемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, ырă тума тăрăшнине палăртрĕç. Шкул ачисем ун сăввисене вуларĕç. Унтан пурте пĕрле асăну хăми патне тата вил тăприйĕ çине чечексем хучĕç.

Петĕр Çăлкуç пĕр сăввинче çапла çырнăччĕ: "Эп пурăннă тахçан çак çĕр çинчех. Кайран тепре килес пекех каллех..." (сăмах май, асăну хăми çинче те пур çак сăмахсем). Килĕ те. Сăввисемпе пĕрле...

 

АУ Чувашской Республики «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Минкультуры Чувашии



22 августа 2011
00:00
Поделиться