АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ манăçмасть

25 марта 2016 г.

Пурăннă пулсан, Элли Михайлович Юрьев паян 80 çул тултармаллаччĕ. Шел те, унăн чĕри 2001 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ. Çапах та Трак енре пурăнакансем хăйсен мухтавлă ентешĕн ырă ĕçĕпе ятне манăçа кăлармаççĕ. Ахальтен мар-тăр кăçалхи çулталăка хамăр районта Э. М. Юрьев çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна Раççейри — Кино, Чăваш Енти Ĕç çыннин çулталăкĕпе пĕрле кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчи каçхине районти Культура çуртĕнче официаллă майпа уçрĕç. Унта Элли Михайловичăн мăшăрĕ — Галина Алексеевна Юрьева та хутшăнчĕ, юратнă çынни пирки ăшшăн аса илчĕ, Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакансене ун ятне манăçа кăларманшăн тав сăмахĕсем каларĕ. Йышлă хăнасем çав кун Кĕçĕн Шетмĕри Э. Юрьев ячĕллĕ музей-ỹкерчĕксен галерейинче те пулса курчĕç. Э. М. Юрьева пурăннă чухне эпĕ те курнă. Вăл тăван тăрăха килсен, район хаçатĕнче те пулма тăрăшатчĕ. Кăмăллăн сăмахлатчĕ, шỹтлеме те пултаратчĕ. Эсир паян алла илекен район хаçачĕн пĕрремĕш страницинчи “Ял пурнăçĕ” тесе çырнине шăпах ун ĕçчен аллисем хатĕрленĕ. Çавăнпах эпир те, район “хыпарçинче” ĕçлекенсем, Элли Михайловича асрах тытатпăр, унпа мухтанатпăр. Э. М. Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. 1964 çулта Тбилисири патшалăх художество академийĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствинче аслă художество редакторĕнче, Шупашкар хулин тĕп ỹнерçинче, Чăваш телевиденийĕнче, ытти çĕрте вăй хунă, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче студентсене вĕрентнĕ. Унăн тĕп произведенийĕсен шутĕнче — “Шупашкар ГЭС-ĕн строительстви” (1968—1971), “Манăн ялăм Çирĕклĕ” (1976) тата ыттисем те. Вăл К. В. Ивановăн “Нарспи” (1985), И. Я. Яковлевăн “Чăваш халăхне панă халал”, Ф. П. Павловăн “Сочиненисем” (1992), ытти кĕнекесене илемлетме хутшăннă. Э. М. Юрьев — Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе Патшалăх ялавĕн авторĕ (1992), хамăр район гербне те тума хутшăннă. Вăл — Чăваш халăх художникĕ (1976), ЧР К. В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ (1990), Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2016 çул Трак енре унăн çулталăкĕ пулнă май, районта Э. М. Юрьев ĕçĕ-хĕлĕпе тата ячĕпе çыхăннă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Ыран вара, акă, Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, “Трак ен” ентешлĕх йĕркеленнĕренпе — 25, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Енĕн гербĕпе ялавĕн авторĕ Э. М. Юрьев çуралнăранпа — 80, Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Сементер çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа, районта пурăнакансемпе ентешсем тата хăнасем хутшăннипе пысăк уяв иртет. 11 сехетре пуçланать. В. Данилов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика