АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

01 марта 2016 г.

Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

(Малалли. Пуçламăшĕ 13, 14-мĕш номерсенче.) Ĕлĕкхи хаçат- журналсене пухасси Каччăсемпе хĕрсене тăван халăхăн иртнĕ пурнăçĕ, унăн культура аталанăвĕ, халăха çутта кăларас ĕç тĕрлĕ вăхăтра еплерех шайра пулни пирки шкул программи тăрăх та сахал мар вĕрентетпĕр. Вĕсене çакăнта ĕлĕк чăвашла тухса тăнă хаçат-журнал та витĕмлĕ пулăшу пама тивĕç. Хальхи вăхăтра ялсенче, тирпейлĕ çемьесен “архивĕсенче” совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче тухса тăнă тĕрлĕрен хаçат-журнал сахал мар тупма пулать. “Кивĕ хут” операци пынă чухне те эпĕ хама валли сахал мар тупма пултартăм. Иртнĕ тапхăрта пирĕн вĕренекенсем “Канаш”, “Коммунар”, “Пионер сасси”, “Ĕç хĕрарăмĕ” хаçатсене, “Сунтал”, “Капкăн” “Хатĕр пул”, “Сыхă тăр”, ытти журналсене çитерсе пачĕç. Вĕсем пирĕншĕн питех те хаклă япала вырăнне шутланаççĕ. Хăшĕ-пĕри шкул музейĕнче те вырăн тупмалла. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе аслăрах классенче литературăпа уйрăм темăсене вĕреннĕ чухне те усă курма пулать. Халĕ шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен чăвашла тухса тăракан чылай хаçат-журнала çырăнса илме тăрăшать. Килте çуккипе ялсенчи вулавăшсенче паллашма пулать. Хаçатсен пур номерĕсене те пухса пырсан, пĕр çĕре çĕлесе хурсан епле аван пулмалла. Пирĕн шкулта тата ырă йăла пур: эпир хаçат-журналти витĕмлĕрех статьясене, малашнехи ĕçре кирлĕ пулма пултаракан материалсене каса-каса илсе уйрăм журнал тăватпăр. Вĕсем тăван чĕлхепе литература пỹлĕмĕнче упранаççĕ. Туслă çыхăнусем тытасси Хальхи вăхăтра шкул ачисем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан тантăшĕсемпе туслă çыхăну тытасси анлăн сарăлчĕ. Пирĕн те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен, çак ĕçрен аякка юлмалла мар. Иртнĕ çулсенче манăн Пушкăрт Республикинчи Хушăлкари вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен И. В. Яковлевпа паллашма тỹр килчĕ. Ун чухне эпĕ Шупашкарта учительсен пĕлĕвне анлăлатмалли курссенчеччĕ. Иван Васильевич пысăк тавракурăмлă, пур енлĕ аталаннă педагог пек туйăнчĕ мана. Вăл ачасемпе туса ирттерекен ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ. И. Яковлев тимленипех вĕренекенсем халăх сăмахлăхне чылай пухаççĕ, кунта краеведени музейĕ йĕркеленĕ. Пушкăртри туссен ĕçĕсем пире те кăсăклантарса ячĕç. Курсран таврăнсан, пĕр-пĕрин патне çырусем çỹретме пуçларăмăр. Çакăнта 6-мĕш класра вĕренекенсем питех те хастарччĕ. Пирĕн вĕренекенсем Хушăлкаран тăтăшах çырусем илме тытăнчĕç. Пушкăртстанран килнĕ çырусене яланах класра ушкăнпа вулатпăр, кайран Урал тăрăхĕнчи çĕнĕ хыпарсене коридорти курăнмалли вырăна çакса хуратпăр. И. Васильев тата Хушăлка шкулĕн вĕренекенĕсем çырусем çырса ярса пире чăвашсен вилĕмсĕр поэчĕпе К. Ивановпа, “Нарспи” çĕршывĕпе, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕç. Эпир чылай çĕннине пĕлтĕмĕр. Çак çыхăнусем пире “К. В. Иванов тата унăн çĕршывĕ” литература журналне йĕркеленĕ çĕрте пысăк пулăшу пачĕç. Халĕ пирĕн вĕренекенсем Хушăлкари тусĕсемпе тĕлпулу йĕркелесси пирки ыйту хускатаççĕ. Тăван ялăн, тăван тавралăхăн историне тĕпчесе пĕлесси Камшăн хаклă мар-ши тăван ял, тăван тăрăх? Нумай чухне пирĕн ачасем ĕлĕкхи пурнăçа хăйсем вуланă кĕнекесем тăрăх кăна пĕлеççĕ. Анчах унта вĕсем хăйсен тăрăхĕ, ялĕ, çырми-çатри çинчен çырнине, вĕсем мĕнле пулса кайнине тĕл пулмаççĕ. Çакăнта пирĕн, чăваш чĕлхипе литература учителĕсен, нумай ĕçлемелле. Çỹлерех асăннă Шупашкарта халăх сăмахлăхне пухакансен конференцийĕнче И. Одюков çапла каланăччĕ: “Фольклор пухнипе пĕрлех вĕренекенсене тăван ялăн, тăван тăрăхăн историне тĕпчес ĕçе явăçтармалла. Вĕсен ку енĕпе ватă çынсем каласа панине, шурсухалсенчен ыйтса пĕлнине уйрăм журналсем çине çырса пымалла.Çак ĕçсене паян туса пымасан, ыран кая юлĕ, çитес çулсенче пире никам та каласа памĕ”. Ку енĕпе пирĕн енче те пăр тапраннă темелле. Эпир икĕ çул каялла тĕпчев ĕçĕсене тытăннă. Литература кружокĕн занятийĕсенче ку темăпа тăтăшах калаçусем йĕркелетпĕр. Вĕренекенсене ватăсем çумне çирĕплетнĕ. Анчах вăл кĕске вăхăтра тумалли ĕç мар, пысăк тапхăр ыйтать. 1972—1973 вĕренỹ çулĕнче 10-мĕш классемпе “Тăван ял, тăван тавралăх тата ăна тĕпчесси” темăпа калаçу йĕркелерĕм. Юлашкинчен хĕрсемпе каччăсене çак тема тăрăх сочинени çырасси, унччен маларах ватăсемпе тĕл пуласси, вĕсенчен пирĕн тăрăх хăçан пуçланса кайни, ялсен историйĕ пирки ыйтса пĕлме хушрăм. Шурсухалсем пирĕн ачасене сумлă пулăшу панă иккен, нумайăшĕ вĕсен сăмахĕсене усă курса питех те аван, интереслĕ сочиненисем хайланăччĕ. Вырăнсенче асаттесемпе асаннесем асаилỹсен çăмхине сỹтме, пире тăтăшах хăйсем патне чĕнме пуçларĕç. Ачасен ĕçĕсене уйрăм журнал евĕр туса пĕр çĕре çĕлесе хутăмăр. Акă, Чатукасси ялĕнче пурăнакан ватăсем каласа панинчен: “60—70 çул каялла Чатукасси питех те пĕчĕк, икĕ урамлă ял пулнă. Вăхăт иртнĕ май тата икĕ урам хушăннă. Чатукасси ялĕ çывăхĕнче Тунти пасарĕ, Тунти пуххи шавланă. Ял пуçĕпе Хурăнлă çул иртсе кайнă. Ĕлĕк таврари ял çыннисем çăнăх авăртма Çĕньял арманне кайнă”. Çак ĕçе пирĕн малашне те туса пымалла. Çитес вĕренỹ çулĕнче ватăсенчен ыйтса çырнă уйрăм журнал йĕркелеме пăхатпăр. Унтах вĕсен сăнĕсене вырнаçтарма палăртатпăр. Анчах вăхăчĕ малаллах шăвать-çке, ватă çынсен хисепĕ çулран-çул чакса пырать. Эпир тăван ен историйĕпе интересленнипе пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, фронта пирĕн тăрăхран тухса кайнисем, хаяр вăрçăран киле каялла таврăнайманнисем пирки те ыйтса пĕлме палăртрăмăр. Çав паттăрсен сăнỹкерчĕкĕсене те хамăр журнала кĕртме шутлатпăр. Хăш-пĕр çынсен килĕсенче пĕчченшеррĕн, ушкăнпа тунă ĕлĕкхи сăнỹкерчĕксем те чылай. Вĕсем чăн-чăн реликви, асăнмалăх япала шутланаççĕ. Вĕсене, хуçисенчен вăхăтлăх илсе, çĕнетме, иккĕмĕш экземплярне хамăр патăрта хăварма палăртатпăр. Журналăн юлашки страницисенче хальхи ял пурнăçне сăнлакан тĕслĕхсене (çĕнелнĕ ял, ĕç паттăрĕсем, аслă шкул студенчĕсем тата ытти те) кăтартасшăн. Ăна йĕркелесе çитерме вара чылай тар тăкма тивет. Йывăр пулсан та, “упине тытасшăна-ха” эпир. Çав пысăк ĕмĕтпе пурăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика