АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кальян — организм тăшманĕ

04 декабря 2015 г.

Кальянăн та, ытти наркотик евĕрех, сиенĕ пысăк. Анчах та ăна сутакансем “Кальян тĕтĕмĕнче никотинпа тĕрлĕ сăмаласем çук, вăл сиенлĕ мар”, теме пăхаççĕ. Кальян тĕтĕмĕнче никотинсăр пуçне наркăмăшлă урăх им-çамсем нумай: ырă шăршăллă япаласем, глицерин, наркăмăшлă тĕрлĕ ỹсен-тăран. Вĕсен шутне дурман — кикен, ухмаха ертекен курăк (унта наркăмăшлă алкалоид пиосциамин пур), чемерица курăкĕ те наркăмăшлă (унта 5 тĕрлĕ алкалоид пур), лютик курăкĕ кĕреççĕ. Вĕсене выльăхсем те çимеççĕ. Кальяна тĕрлĕрен наркăмăшлă кăмпасемпе хутăштарса та тума пултараççĕ: бледная поганка, мухомор, сатанинский гриб. Вĕсенче псилоцибин, псилоцин наркăмăшĕсем чылай. Акă, мĕншĕн кальян наркăмăшлă. Туртсан, тĕтĕм сурчăкпа (слюнапа) хырăма лекет. Унта наркăмăш пулса тăрать. Организмра саланса наркăмăш кислорода, шыва пĕтерет. Майĕпен организмăн пур тытăмне те сиенлет, пуринчен ытларах тĕп нерв тытăмĕ, пуç мимин тулаш сийĕ айăпланаççĕ, унти юн тымарĕсене те сиенлет. Малтан вĕсем сарăлаççĕ, наркăмăшпа пуянланнă юн пуç мимине пырать, унăн клеткисене хускатать, пуç мимин тулашри сийĕн ĕçĕ йĕркерен тухать, психика улшăнать, çын хăйне хăй пĕлми пулать, ухмаха тухать. Кальян туртнин сиенĕ çинчен нихăçан та манмалла мар. Уйрăмах вăл çамрăксемшĕн хăрушă. Çирĕпленсе çитмен организм наркăмăша часах парăнать, хăвăрт хăнăхать, наркотик патне туртăнать. Ачасемпе çамрăксем таçта та тухса çỹреççĕ, тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулаççĕ. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕсен ачисене асăрхасах тăмалла. Ача улшăннине, хăйне мĕнле тыткаланине сăнамалла, ăс-тăн улшăннине сиссенех врач-нарколог патне каймалла. Кăшкăрса сасартăк ятламалла мар. Каччăсемпе хĕрсем! Хăвăр сывлăха психикăна сиен кỹрекен наркăмăшсемпе усă курса ан амантăр. Асра тытăр: сывлăх — чи пысăк телей. М. Петров

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика