АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Петĕр Яккусен поэтпа тĕл пулчĕç

20 октября 2015 г.

Районти тĕп вулавăш Раççейре Литература, Чăваш Енре вилĕмсĕр К. Ивановăн "Нарспи" поэма Çулталăкĕнче вун-вун мероприяти ирттерет. Çамрăксен кĕнекин "Эпĕ вулатăп! Эпир вулатпăр! Пурте вулаççĕ!" декадинче вулавăш ĕçченĕсем Трак вăтам шкулĕн 10 "б" класĕнче вĕренекенсене поэтпа, филологи наукисен кандидачĕпе П. Я. Яковлевпа (Петĕр Яккусен) тĕл пулма май туса пачĕç. Петĕр Яккусен 1950 çулхи августăн 26-мĕшĕнче хамăр районти Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Упаçырма ялĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта учительте, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕнче, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра тата Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче преподавательте ĕçленĕ, Библие чăвашла куçарас тĕлĕшпе чылай вăй хунă. Филологи наукисен кандидачĕ (1989), СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ (1986). 1967 çултанпа пичетленет. Унăн лирикăлла сăввисем халăхра анлăн сарăлнă. Çутçанталăк, ачалăх, çуралнă кил — унăн поэзийĕн тĕп темисем. Акă унăн хăш-пĕр кĕнекисен ячĕсем — "Тăм тăвайкки вăййисем", "Юман чĕлхи", "Çавра кỹлĕ", "Шурă пĕлĕтсем", "Çĕн уйăх çути", "Кĕмĕл кимĕ". Ачасем валли "Кумаляк", "Эснереш" кĕнекесем кăларнă. Вулакана "Ырă Хыпар", "Ача-пăча Библийĕ", "Çĕнĕ Халал" кĕнекесемпе савăнтарнă. Чăваш фонетикипе филологин ыйтăвĕсене туллин тĕпченĕ, "Чăваш фонетики" вĕренỹ пособийĕнче чылай статья пичетленĕ. Кун пирки вĕренекенсем "Мăн Шетмĕ мăнаçлăхĕ" слайд-калавра тĕплĕн пĕлчĕç. Хăна каччăсемпе хĕрсене хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Тĕл пулупа пурте кăмăллă юлчĕç. с. Гурьева

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика