АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авалхи сувар-пулкарсен хальхи йăх-несĕлĕсем çинчен

25 сентября 2015 г.

Манăн алăра — Шупашкарта 1 пин экземпляр тиражпа илемлĕ çутă хут çине пичетлесе кăларнă “Сувар-пулкарсен культури. Халăх тĕнĕ тата çут тĕнчине ăнкарни” кĕнеке. Ăна В. В. Николаев академика халалланă. Авторĕсем — Юрийпе Сергей Ювенальевсем. Сăнỹкерчĕкĕсене пирĕн ентеш — Чатукасси ялĕнче çуралнă Ю. А. Львов тата С. Ю. Ювенальев тунă. Кĕнеке рецензенчĕсем — искусствоведени докторĕ А. А. Трофимов профессор тата академик, медицина историкĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Г. А. Алесеев профессор, Раççей тава тивĕçлĕ, ЧР халăх художникĕ В. В. Николаев. Тăван халăх историйĕпе культурине сăнлакан çак ĕçе авалхи сувар-пулкар халăхĕн историйĕпе культурине тĕпчекен “Сувар” фонд пулăшнипе ниме мелĕпе 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографире пичетлесе кăларнă. Вăл умсăмахсăр пуçне “Сувар-пулакарсем пулса кайни”, “Сувар-пулкарсен халăх тĕнĕ”, “Паллăсем, çут тĕнчене ăнкарни”, “Халăх çипуçĕ — çут тĕнче тĕслĕхĕ” тата “Халăх культурине çĕнĕрен çĕклесси” пайсенчен тăрать. Усă курнă литературăна та илсе кăтартнă. “Халăх культурине çĕнĕрен çĕклесси” пайра, акă, пирĕн тăрăхпа çыхăннă вырăн-йĕркесем те пур. Халăх академийĕн членĕ, ĕç ветеранĕ, Пибарсово (Чатукасси ялĕнче пурăнакан А. Г. Львова таврапĕлỹçĕ хăйĕн тăван тăрăхĕ çинчен икĕ кĕнеке пичетлесе кăларма пултарнине вуласа пĕлме пулать. Антонина Герасимовна çавăн пекех XII—XVI ĕмĕрсенче пурăннă ăру пуçарнă йăхташсен капăрлатмалли кĕмĕл эрешĕсене упраса хăварма пултарнă. Вĕсемпе 117-мĕш страницăри иллюстрацисенче паллашма пулать (сувар-пулкарсен капăрлăхĕсене — сулă, çĕрĕ, хупă — илсе кăтартнă). Кĕнекене вырăсла кăларнă пулсан та, унтан чăвашлăх, сувар-пулкарсен культури, ытти паллисем тан тапса тăраççĕ. Вăл, тĕрĕссипе, таврапĕлỹçĕсемшĕн сĕтел çинчи яланлăх ĕç пулмалла. В. Данилов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика