АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андрей Тимофеевич Тимофеев, 1919 ç. ç

22 мая 2015 г.

Андрей Тимофеевич Тимофеев, 1919 ç. ç

Эпĕ 1919 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Шăнарпуç ялĕнче çуралнă. Чатукасси пуçламăш шкулĕн 4 класне вĕренсе пĕтертĕм. Малалла вĕренме май килмерĕ. Тăван хуçалăхра вăй хутăм. 1940 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç. Пире, повестка илнĕ яшсене, вакунсене лартрĕç, çул Мускав урлă Петрозаводск (Мурманск) еннелле выртрĕ. Карели-финн чиккинче, Ухта çывăхĕнче вырнаçрăмăр. Июнь уйăхĕн вĕçĕ. Мунча кĕртрĕç, салтак форми пачĕç. Халĕ эпĕ 118 стрелковăй полк йышĕнче. Карантин хыççăн мана станковопулеметнăй ротăн 3-мĕш батальонне куçарчĕç. Халĕ ĕнтĕ “Максим” пулемет манăн алăра. Кадровăй службăра тăма пуçлани шăп пĕр çулталăк çитрĕ, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 4 сехетре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Батальон командирĕ пире пограничниксене пулăшу кỹмелли çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕншĕн те 4.30 сехетре вăрçă пуçланчĕ. Малтанхи тапхăртах ентешсем чылайăн пуçĕсене хучĕç. Акă, Чатукасси каччин Николай Павловăн сăнарĕ паян кун та асăмран каймасть. Манăн “Максим” пулеметпа сентябрь уйăхĕччен нимĕçсене “кучченеç” çитерме тиврĕ. Ун хыççăн мана автоматчиксен ротине куçарчĕç. Разведчиксемпе пĕрле тăтăшах “чĕлхе” тытма çỹреме тиветчĕ. 1941—1942 çулхи хĕлле шартлама сивĕ тăчĕ, ăна пăхмасăр вуншар талăк разведкăна çỹренĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, кашни япаланах астумастăп. 1944 çулта нимĕçсене Финляндинчен хăваласа кăлартăмăр. Вĕсем çирĕп оборона тытнăччĕ ун чухне. Халĕ эпир 3-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçатпăр. Нарвăна илтĕмĕр, ун хыççăн Хĕвелтухăç Пруссине кĕтĕмĕр. Мана 337-мĕш полка куçарчĕç. Январĕн 23-мĕшĕ. Питех те вăйлă çапăçусем пычĕç. Эпир Мазурски кỹлле илтĕмĕр. Унтан Ландсберг тата Бартенштайн хулисене ирĕке кăлартăмăр. Çавăншăн мана III степеньлĕ Мухтав орденне пачĕç. Çак тапхăрта Тĕп командующи И. Сталин алă пуснă 8 Тав хутне тивĕçрĕм. 1945 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Кенигсберг хулишĕн хаяр çапăçусем пычĕç. Кунта мана йывăр амантрĕç. Волгоград облаçĕнчи 3346-мĕш номерлĕ госпитальте çеç тăна кĕтĕм. Унта август уйăхĕн çурриччен сывалтăм. 1946 çулхи майăн 31-мĕшĕччен çар ретĕнче тăтăм. Кайран тăван киле таврăнтăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика