АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Димитриев Константин Димитриевич (1924 ç. ç.)

17 апреля 2015 г.

Димитриев Константин Димитриевич (1924 ç. ç.)

Эпĕ 1924 çулхи нябрĕн 14-мĕшĕнче Пулайкасси ялĕнче çуралнă. 1938 çулта Çавалçырмари çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм, ун хыççăн "Новое дело" хуçалăхра ĕçлеме пуçларăм. Çак тапхăрта суха тунă, тырă акнă, вырнă, авăн çапнă. 1940 çулта колхоз правленийĕ хастарлăха кура ферма сыснисене пăхма шанчĕ. Кунта çулталăк çурă ытла вăй хутăм. 1941 çулхи июньте хăрушă хыпар сарăлчĕ: Гитлер вăрă-хурахĕсем пирĕн юратнă çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăннă. Ялти мĕнпур вăйпитти арçын вăрçă хирне тухса кайрĕ. Эпир, çамрăксем, вĕсен вырăнне йышăнтăмăр, тата хастартарах ĕçлеме пуçларăмăр. Çав çул октябрь уйăхĕнче тăван хуçалăхра авăн çапса пĕтермесĕрех Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕ çывăхне хỹтĕлев сооруженийĕсем тума илсе кайрĕç. Кунта шартлама сивĕре пилĕк уйăх хушши тар тăкнă хыççăн киле таврăнтăм, анчах канма памарĕç, Йĕпреç вăрманне кăларса ячĕç. Унтан таврăнсан çур аки ĕçĕсене пурнăçларăмăр, каллех Етĕрне районне çул тума кăларса ячĕç. Çăмăл пулман пире ун чух. 1942 çулхи августăн 8-мĕшĕ. Ун чухне Етĕрне тăрăхĕнче вăй хураттăмăрччĕ. Мана ĕç вырăнĕнчех вăрçа кайма повестка пырса пачĕç. Тепĕр талăкран çар комиссариатне пырса çитрĕм. Пире, 18 çамрăка, Шупашкара кайма направлени пачĕç. Тĕп хулана çитсен Атăл леш енчи 180-мĕш запас полка илсе кайрĕç. Мунча кĕртрĕç, çар тумĕ пачĕç. Кунсерен полигона илсе каятчĕç, стройпа утма, автоматран пеме вĕрентетчĕç. Çапла запас полкра виçĕ уйăх хушши çар çыннин вăрттăнлăхĕсене алла илтĕмĕр. Кĕçĕн сержант званийĕ, çĕнĕ тум пачĕç, çĕрле Шупашкар чукун çул станцине илсе çитерчĕç. Тавар вакунĕ çине лартрĕç те пуйăс тапранчĕ. Ăçта каяссине, çитессине никам та пĕлмест. Çакă çеç паллă — фронта, тăшмана хирĕç çапăçма. Мускав çывăхĕнче виçĕ талăк тăтăмăр, ун хыççăн çул Волхов хули еннелле выртрĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Ладога кỹлли урлă Ленинград хулине пырса çитрĕмĕр. Ун чухне Нева çинчи хула блокадăра пулнă, пĕтĕм пурнăç асăннă кỹлĕпе çыхăннă. Оборонăра тăраттăмăр, разведкăна çỹреттĕмĕр. Август уйăхĕнче, наступлени вăхăтĕнче, пирвайхи хут сулахай хулпуççинчен амантăм. Кунта мана "Паттăрлăхшăн" медальпе чысларĕç. Госпитальте пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн каллех фронта, яланах малти линире. 1944 çул. Февралĕн 14-мĕшĕнче Пулковоран Нарва хули патнелле наступлени тунă вăхăтра иккĕмĕш хут сылтăм ураран амантрĕç. Нарва хулишĕн пынă çапăçусенче палăрнăшăн "Çапăçусенчи паттăрлăхшăн" медале тивĕçрĕм. Госпитальте икĕ уйăх хушши сипленме тиврĕ. Каярах Латви, Литва, Эстони, Финлянди çĕрĕсене нимĕç эшкерĕсенчен тасатнă çĕре хутшăнтăм. 1945 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Литван Либава хули патĕнче черетлĕ хут йывăр амантăм. Сылтăм урасăр тăрса юлтăм. Контузи илтĕм. Çакăнта мана “Хĕрлĕ Çăлтăр” орден пачĕç. Ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлтăм. Каярах мана, "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика