АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валентин Прохорович Прохоров (1907 ç. ç.)

17 апреля 2015 г.

Валентин Прохорович Прохоров (1907 ç. ç.)

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 10 уйăх çитрĕ. Пирĕн ял-хуласем пĕрин хыççăн тепри ирсĕр тăшман аллине куçаççĕ. 1942 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче мана та вăрçа кайма повестка пачĕç, çапла вара эпĕ районти çар комиссариачĕ урлă фронта лекрĕм. Малтанах пире пĕр вăхăт Çĕрпỹре çар ĕçне вĕрентрĕç. Часах çул хĕвеланăçнелле выртрĕ. Эпĕ марш ротине лекрĕм. Пире Ленинград направленийĕпе поездпа Волхов хули патне илсе çитерчĕç. Унтан 80 çухрăм таран çурран, вăрман витĕр, йывăç сарса кĕпер евĕр тукаланă лачакаллă-шурлăхлă çулпа утрăмăр. Эпир çавăнта çитнĕ чухне хăрушă ỹкерчĕкчĕ: нимĕçсем пĕр вĕçĕм — сывлăшран та, çĕр çинчен атакăлаççĕ, сывлăш çавăрма та памаççĕ. Ку вăл 1942 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче пулчĕ. Çанталăк ăшăччĕ. Машинăсем кĕре-кĕре ларатчĕç. Пире 1013 полк çумне пĕрлештерчĕç. Кунта Çĕрпỹрен пынă ентешсем те чылайччĕ. Эпир оборона йышăнтăмăр. Кашни кунах икĕ ен те татти-сыпписĕр персе тăрать. Юлташсене чылай çухатрăмăр. Июнĕн 10-мĕшĕнче вара мана йывăр амантрĕç. Эпир çав самантра взвод политрукĕпе пĕрлеччĕ. Вăл та кĕтмен самантра аманчĕ. Ăна ирĕклĕ вырăна наçилккапа йăтса тухрĕç. Мана вара тутар çынни хăй çурăмĕ çине хурса пĕр çухрăм инçĕшне илсе тухрĕ. Кайран наçилккапа, лашапа санитари чаçне илсе çитерчĕç. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн грузовикпе уйри госпитале леçрĕç, унта тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Çĕр каçсан эшелонпа çул Череповец хулине выртрĕ. Кунта медкомисси тухрăмăр. Çапла вара шăпа мана Киров облаçĕнчи Зуевка хулинчи 31-62 эвакогоспитателе илсе çитерчĕ. Ку госпитале 1942 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче Ленинградран куçарнă пулнă. Зуевкăра 1942 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕччен сиплентĕм. Ырă улшăнусем пулчĕç пулин те, çапах та сиплев учрежденийĕнчен костыльпе çеç тухма тиврĕ. Эпĕ — иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, каярах виççĕмĕшне куçарчĕç. Çапла вара маншăн вăрçă çулĕ вĕçленчĕ. Тăван яла таврăнтăм. Кунти мĕнпур йывăр ĕç ватти-вĕтти çине тиеннĕ. Ял çыннисем мана уй-хр бригадирне суйласа лартрĕç. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларма тимлерĕм. Вăхăтра акрăмăр, пуçтарса кĕртрĕмĕр. Пурте пĕр тĕллевпе — аслă Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе тăрăшрăмăр. Вăрçăра темĕн те пулать, пурин пирки çырса та пĕтереймĕн. Вăрçă вăл — юн, тытăçу-хирĕçỹ, нумай чухне вилĕм. Мана "1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн", ытти медальсемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика