АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федотов Владимир Федотович (1923 ç. ç.)

17 апреля 2015 г.

Федотов Владимир Федотович (1923 ç. ç.)

Эпĕ 1923 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Чатукасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Сакăр çул тултарсан шкул сукмакне такăрлама тытăнтăм. Паян кун та пĕрремĕш учителе — Елизавета Тимофеевна Волкована ăшшăн аса илетĕп. Вăл пире 1931— 1935 çулсенче, 4 çул хушши, вулама-çырма вĕрентрĕ. Шкулăн йывăç çурчĕ урама тăрăх ларатчĕ. Чатукассинчи пуçламăш шкул хыççăн 5—7 классене (1935—1938) Выççăлккăна çỹрерĕм. Çав çулах Çĕрпỹри фельдшерсен шкулне вĕренме кĕтĕм.1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче алла диплом илтĕм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни мĕнпур ĕмĕте татрĕ. Июлĕн 22-мĕшĕнче мана, медицина фельдшерне, Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç. Ун чухне эпĕ 18-та тултарманччĕ. Тăван килтен фронта тухса кайсан, иккĕмĕш куннех, Мускав патне çитнĕ чух, пирĕн поезда ирсĕр нимĕç фашисчĕсем тапăнчĕç. Вăрмантан тухрăмăр çеç, пирĕн поезд чарăнчĕ. Бомбăсем çурăлма, пулеметсенчен пеме пуçларĕç. Вакун алăкĕсенчен тухайманнисем кантăксенчен сикме тытăнчĕç. Унтан, вилĕмрен хăтăлас тесе, кам вăрманалла тарчĕ, кам вакунсем айнелле пытанчĕ. Хăшĕ-пĕри ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ, аманнисем те чылайăнччĕ. Икĕ вакун çунса кĕлленчĕ. Нимĕç самолечĕсем 15—20 минут хушши сывлама та памарĕç. Эпĕ çунакан вакунтан 5 çулхи ачана илсе тухрăм, тепĕр 4 çыннăн суранĕсене çыхса ятăм. Бинт çукран хăйсен кĕписене çурма тиврĕ. Çапла пирĕнтен кашниех вăрçă вăл юн, терт-нуша, тискерлĕх, вилĕм пулнине хăй куçĕпе курчĕ. Хам та аманнă çынсем ахлатнине, йынăшнине пирвайхи хут куртăм. Мускава çитсен тăшман тепĕр хут бомбăсем пăрахма тытăнчĕ. Кайран 1418 куна пынă вăрçăра кун евĕр тискер те хăрушă ỹкерчĕксене мĕн чухлĕ курман-ши? Кунне пирĕн çине 4—5 хутчен бомбăсем пăрахни, блиндажсем йăтăнса анса тăпра айне юлни пайтах пулнă. Миçе хутчен вилĕмрен çăлăнса юлман-ши? Мускав патĕнчи çапăçусенче эпĕ 44-мĕш стрелоксен огнеметнăй ротинче çар фельдшерĕччĕ. Вăл кĕркунне тăшманăн Тăван çĕршывăн тĕп хулине илес тĕллев питĕ пысăк пулнă. Çавăн чухне вăл татти-сыпписĕр хула çине бомбăсем пăрахрĕ. Кунта сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи март уйăхĕччен аманнисене сиплерĕм эпĕ. Мана "Мускава хỹтĕленĕшĕн" медальпе наградăларĕç. Ун хыççăн вара гвардейски стрелоксен 21 дивизийĕн 54 полкĕн 3-мĕш батальонĕн йышĕнче Ржев, Великие Луки патĕнчи çапăçусене хутшăнтăм. Икĕ хутчен амантăм. Тăватă уйăх çурă хушши Калинин, Мускав госпиталĕсенче суран илнисене сиплеме тиврĕ. 1943 çултан пуçласа вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçличченех çар фельдшерĕн тивĕçне чун хушнă пек пурнăçларăм. Курск патĕнчи, Орел-Брянск направленийĕнчи йывăр çапăçусене нихăçан та манас çук. Висла, Одер шывĕсем урлă каçнă чухне, Варшава, Берлин, Бранденбург, ытти нумай хуласене илнĕ чухнехи тапхăрсем асрах. Варшава хулине илнĕ чухне артиллери снарячĕ çурăлнипе тăн çухатса мĕн чухлĕ анраса выртнине астумастăп, анчах вилĕм аякра тăчĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", ытти медальсене тивĕçрĕм. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн Тĕп командованийĕн Тавĕсем чылай. Малашне çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Эпир курни-тỹснине пирĕн ачасем, мăнуксем ан курччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика