АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Римма Ивановна Иванова (1922 ç. ç., Типвар ялĕ)

20 марта 2015 г.

Римма Ивановна Иванова (1922 ç. ç., Типвар ялĕ)

Аслă Отечественнăй вăрçă манăн кун-çулăмра та уйрăм вырăн йышăнать. Мана фронта 1942 çулхи кĕркунне Шупашкар хулинчен илчĕç. Пирĕн йышра хĕрсем нумайччĕ. Мускава çитрĕмĕр, пире тĕрлĕ ушкăнсене сапаларĕç. Эпĕ 3-мĕш Белорусси фронтне лекрĕм. Мана штаб фрончĕн связисткине (телефонисткине) ĕçлеме илчĕç. Мĕн вăрçă Аслă Çĕнтерỹпе вĕçленичченех эпĕ çав штабра ĕçлесе пурăнтăм. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, паян хăш вырăнта пулнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа параймастăп. Пирĕн ĕçре коммутаторсем тата спецмашинăсем пулнă. Эпир вăрмантан вăрмана куçса вăрçă хыççăн пынă. Çĕнтерĕве Германи çĕрĕ çинче, Кенигсберг хули çывăхĕнче кĕтсе илтĕмĕр. 1995 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра “Фронт штабĕн телефонистки” корреспонденци пичетленнĕ. Унта Р. И. Иванован вăрçăри кун-çулне тĕплĕн çутатнă. Акă мĕн çырнă унта: “Типварти Римма Иванова — вăрçă хĕрĕсенчен пĕри. Чылайччен сăмахларăмăр эпир унпа. Хăйĕн кун-çулĕ пирки вăл васкамасăр каласа пачĕ. Типвар хĕрне 1942 çулхи апрельте фронта илсе кайнă. 1939 çултанпа вăрçăччен Ишлейре телефонисткăра ĕçленĕ пулин те, малтанах вăл Шупашкарта, унтан Мускавра çар телефонисткине вĕреннĕ. Кайран мĕн Çĕнтерỹ кунĕчченех Хĕрлĕ Ялавлă 36-мĕш çыхăну полкĕн йышĕнче 3-мĕш Белорусси фронтне çыхăнупа тивĕçтерес енĕпе тăрăшнă. — Эпир штабра пулнă. Пирĕн 4 коммутаторччĕ: иккĕшĕ — хуласем хушшинчи, кунсăр пуçне — тĕп коммутатор (вăл 100 номерлĕччĕ, унта çар чаçĕсемпе подразделенийĕсене çыхăнтарнă), тепри — ятарлă коммутатор — генералсене çыхăнтармалличчĕ. Пире, фронт куçса пынă май, вăрмантан вăрмана, ытларах каçхине, куçарса тăратчĕç, — каласа парать фронт штабĕн телефонистки. Вăрçă хирĕнче тỹрремĕнех пулман пулин те, нушине çапах та Римма Ивановна курман мар. Вăрçă вăл вăрçах, унăн хăйĕн саккунĕ. Çĕрпỹртсемпе блиндажсенче тата ыттисенче миçе каç ирттермен-ши? — Малоярославецра пире лаша вити пекскерне вырнаçтарчĕç. Унта пĕр тимĕр кăмака ларатчĕ. Сивĕ пирки шинельсене хывмасăрах кĕрсе выртса-тăрса пурăнтăмăр. Çиме те кунне виçшер татăк сухари çеç паратчĕç, — хăй сăмахне малалла тăсать вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Çыхăну хатĕрĕсем ятарлă машинăсем çинче ларнă. Пирĕн чаçсем наступление куçнă май, вĕсене Смоленск витĕр тăр кăнтăрлах илсе тухнă. — Тĕлĕнсе кайнă эпĕ ун чухне, ай-уй аркатнă, тăм муклашки çеç выртать. Смоленскран тухрăмăр та уй, вăл хуп-хурах çунса ларнă. Çын тата лаша виллисем выртаççĕ талккишпе. Ара, çу вăхăчĕ те ун чух, — хăй тĕлĕнĕвне пытармасть Римма Ивановна. Вăрмансенче ĕçлесе пурăнма шиклентернĕ. Тăшман самолечĕсем вĕçсе иртсе вĕçĕмсĕр бомбăсем пăраха-пăраха хăварнă. Çĕр чĕтренсе кăна тăнă вара ун пек самантсенче. Тăтăшах вăрманта пурăннипе хăшĕ-пĕрисем, çав шутра Р. Иванова та, сивчирпе аптăранă. Анчах ăста та пултаруллă телефонисткăна киле яман. Аслă Çĕнтерĕве вăл Германире кĕтсе илнĕ. — Вĕсем епле пуян пурăннинчен эпĕ, ял хĕрачи, тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Пирĕн тăрăхра ун чух улăм витнĕ çуртсем анчахчĕ те. Вĕсем вара пỹрчĕсене пурте черепица витнĕ, шалта каланкăсемпе (“голландка” кăмака — авт.) плитасем, — сăмах çăмхине сỹтет Р. Иванова. Римма Ивановна кăкăрĕ çинче — “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медаль. Кунашкал наградăна вĕсен полкĕнчи икĕ телефонистка çеç тивĕçнĕ. Ăна, паллах, ахальтенех паман. Вăрçăран 1945 çулта, авăн çапнă вăхăтра, таврăнать Типвар хĕрĕ. Малтанах Мăн Шетмĕри çыхăну уйрăмĕнче, унтан Тăрăнти шкулта вăй хурать. Кайран вара, мăшăрланса ача-пăчаллă пулсан, тăван яла таврăнать, бригадăри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Тỹрĕ кăмăллă çынна çийĕнчех асăрхаççĕ хуçалăхра: ревкомисси членне суйлаççĕ. Кунта хăйне аван енчен кăтартнă Р. Иванова. Кĕçех ăна кладовщик ĕçне шанса параççĕ. Çак лава 62 çула çитиччен туртать вăл. Унтан сывлăхĕ хавшанипе ку ĕçе хăварма тивет унăн. Халĕ 74-а пуснă Римма Ивановна. Ватлăхра вара вăй-хал тени хушăнмасть, чир-чĕрĕ те çыпçăнсах пырать. Çавна пулах операци сĕтелĕ çине те выртма тивнĕ. Юрать ачисем хуларан кашни эрнерех килкелесе пулăшаççĕ. Çакăншăн чăннипех хĕпĕртет Р. Иванова. Пĕччен (упăшки, Яков Трофимов, Чатукассинчи вăтам шкулта учительте ĕçленĕскер, инфаркта пула 1979 çулта çĕре кĕнĕ) ватăна хуçалăха йĕркелештерсе пыма çăмăлах мар. Кăмăллă çын Римма Ивановна. Ял ватăлни, çамрăксем яла юлманни тем пекех пăшăрхантарать ăна. Хăйĕн виçĕ ачи те хулара: аслă хĕрĕпе ывăлĕ — Шупашкарта, вăталăх хĕрĕ Ижевскра ĕçлесе пурăнаççĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика