АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анна Григорьевна Алексеева (1923 ç. ç.)

20 марта 2015 г.

Анна Григорьевна Алексеева (1923 ç. ç.)

Эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи майăн 8-мĕшĕнче тухса кайрăм. Асăннă тапхăрта Çĕрпỹри профессипе техника училищинче çĕвĕçе вĕренеттĕм. Пире, училищĕре пĕлỹ илекен 50 хĕре, Çĕрпỹ çар комиссариачĕ урлă фронта кайма шăпа тиврĕ. Çара кайма вырăсла аван пĕлекен хĕрсене суйласа илчĕç. Çул Мордва Республикин Ардатово хулине выртрĕ. Кунта хаяр вăрçă пуçланиччен вĕçев училищи, пысăк аэродром пулнă. Ардатовăра эпир икĕ уйăх хушши вĕрентĕмĕр. Пĕр эрнерен çар тумĕ тăхăнтартрĕç, винтовкăсем пачĕç, присяга тытрăмăр. Утмăл талăк хушши самолетсем çине бомбăсем çакма, пушкăсемпе, пулеметсемпе усă курма вĕрентрĕç. Салтак пурнăçĕ: кашни кун 7—8 сехет хушши занятисем, тренировкăсем, çар юррисем (“Эх, махорка”, “По долинам и по взгорьям”, “Если завтра — война”) юрласа стройпа утмалла. Эпир, хĕр-салтаксем, пĕр батальонтаччĕ. Пире курсан, хĕрхеннипе, хула хĕрарăмĕсен куççулĕсем шăпăртатса анатчĕç. 1942 çулхи август уйăхĕнче вăрçă çулĕ Мускав облаçĕнчи Кубинка хули çывăхне выртрĕ. Çак тапхăртан эпĕ кунта вырнаçнă авиаципе çапса аркатакан (истребительнăй) полкăн стрелок-оружейникĕ пулса тăтăм. Çак специальноçпе 20 хĕр тăрăшма пуçларĕ. Кунта эпир арçынсене улăштартăмăр, вĕсене фронта ăсатрĕç. Пирĕн ĕç питех те яваплăччĕ: самолетсем çинчи пулеметсене çар хатĕрĕсемпе авăрламаллаччĕ тата вĕçеврен таврăннă самолетсене тасатса черетлĕ операцине кăларса яма хатĕрлемеллеччĕ. Пирĕн аэродром вăрман хĕррине вырнаçнăччĕ. Эпир палаткăсенче, землянкăсенче пурăннă. Каçсерен постра, самолетсем çывăхĕнче караулта тăнă, телефон патĕнче — дневальнăй, полк ялавĕ патĕнче — часовой. Пирĕн полк Мускав хулин ПВО йышне кĕнĕ. Пирĕнтен фронт 60 çухрăмраччĕ: бомбăсем çурăлни, тупăсенчен пени илтĕнетчĕ, “Катюшăсен” сасси тăратчĕ. Пирĕн полкăн тĕп задачи Мускав çине бомбăсем пăрахма вĕçекен тăшман самолечĕсене чарса лартасси пулнă. Летчиксем самолетсем çинчен тухса та ĕлкĕрейместчĕç, бака горючи тултарса каллех сывлăша çĕкленетчĕç. Эпир хамăра çирĕплетсе панă самолетсене куçран вĕçертмесĕр заданисенчен кĕтеттĕмĕр. Пĕр тĕслĕх. Пĕррехинче командовани пунктĕнчен çапла пĕлтерчĕç: фашистăн 20 самолечĕ Мускав çине бомбăсем пăрахма хатĕрленет. Пирĕн самолетсем çийĕнчех вĕсене хирĕç вĕçсе хăпарчĕç. Сывлăшра питĕ вăйлă çапăçу пулса иртрĕ. Çав тытăçуран пирĕн виçĕ самолет каялла таврăнмарĕ, çапах та пирĕннисем тăшмана хула çывăхне те ямарĕç. Вĕсен 5-6 самолечĕ яланлăхах куçран çухалчĕ, ыттисем тĕлли-паллисĕр сапаланса пĕтрĕç. Асăннă çапăçу вĕçленсен пире, оружейниксене, пĕтĕм полк умĕнче тав турĕç. Ку пĕр тĕслĕх кăна, 1418 куна пынă вăрçăра çакăн евĕр тытăçусем миçе пулнă-ши? 1944 çулхи кĕркунне пирĕн полка Раменское хули çывăхне куçарчĕç. Вăрçă хĕвеланăçнелле куçнăччĕ ĕнтĕ. Пирĕн самолетсем хăватлă бомбардировщиксене ăсатса яратчĕç тата çапăçусенчен кĕтсе илетчĕç. 1945 çулхи март уйăхĕнче вара пирĕн полка Хĕвелтухăçне куçарчĕç. Çĕнтерỹ кунне эпир Чита хулинче кĕтсе илтĕмĕр. Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн командир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăнни çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн ума тата тепĕр задача лартрĕç: яппун самурайĕсене тĕпрен çапса аркатмалла. Пирĕн полкăн Уссури шывĕ урлă выртакан пысăк кĕпере сывлăшран сыхламаллаччĕ. Каярах, май уйăхренпе, пирĕн полк Ворошилов-Уссурийск хулин аэродромне сыхлама пуçларĕ. Унтан пире Лесозаводск хули çывăхнерех куçарчĕç. Японипе вăрçă пуçлансан пирĕн çар самолечĕсем тăтăшах сывлăшалла вĕçсе хăпаратчĕç. Анчах кунта эпир пĕр çухату та тỹсмерĕмĕр. 1943 çулхи январьте мана ефрейтор звани панăччĕ, 1945 çулхи октябрьте вара черетлĕ кĕçĕн сержант звани илтĕм. 1945 çулхи ноябрьте тăван киле таврăнтăм. Манăн кăкăра “Германие çĕнтернĕшĕн”, “Японие çĕнтернĕшĕн” медальсем, “ПВО отличникĕ” паллă илем кỹреççĕ, полк командованийĕн 11 тав хучĕпе те савăнатăп эпĕ. Пирĕн вăхăтри яш-кĕрĕме питех те йывăр килчĕ. Кун пек йывăрлăха пирĕн ачасем, мăнуксем ан курччăр. Çĕр çинче ĕмĕр-ĕмĕрех мирлĕ пурнăç пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика