АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Августина Матвеевна Иванова (1923 ç. ç.) 1943 çул.

20 февраля 2015 г.

Августина Матвеевна Иванова (1923 ç. ç.) 1943 çул.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пырать. 1943 çулхи июнĕн 1 — 31-мĕшĕсенче, эпир, Трак енри хĕрсен пĕр ушкăнĕ, районти çар комиссариачĕ урлă Красноармейски ялĕнче салтак пурнăçне хăнăхрăмăр, çар ĕçне вĕрентĕмĕр. Авăн уйăхĕнче мана алла повестка тыттарчĕç. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче атте Трак чукун çул станцине леçсе ячĕ. Иксĕмĕрĕн те куçсенчен куççуль шăпăртатса анчĕ. Чунра темĕнле йывăр пулса килчĕ. Çул Канашалла выртрĕ. Асăннă хулана çитрĕмĕр, кунта пире уçă вакунсене вырнаçтарчĕç. Юрать çанталăкĕ сивех мар. Пуйăс Мускав облаçĕнчи Щелково хулине çитсе чарăнчĕ. Мускав хулине мунча кĕртме илсе кайрĕç, çĕнĕ çар тумне тăхăнтартрĕç, виçĕ эрнене яхăн чăн-чăн салтак пурнăçне хăнăхрăмăр. Унтан çар присяги тытрăмăр, çар çыннин пурнăçĕ пуçланчĕ. Палаткăсенче пурăнаттăмăр, хĕç-пăшал шанса пачĕç, хуралта (караулта) винтовка-карабинпа тăраттăмăр. Ноябрь уйăхĕ пулсан та палаткăрах çĕр каçаттăмăр, анчах чăтнă, чирлемен. Чỹк уйăхĕн виççĕмĕшĕнче пире Архангельск облаçĕнчи Котлас хулине куçарчĕç. Питĕ сивĕччĕ, анчах çăматăсем памарĕç, эпир хуралта çав çавах атăсемпе тăраттăмăр. Пире, хĕрсене, пĕртте çăмăл марччĕ. Хуралта, вăрман тăрăх икĕ сехет хушши çỹремелле, дозорта тăватă сехет тăмалла. Вăрманта вара таркăнсем çỹренĕ, тискер кайăксемпе чĕрчунсем те хăрушлăх кăларса тăратнă. Сыхлăх малти вырăнта тăнă. 1944 çулхи апрельте пире 23-мĕш эсклатаципе чукун çул полкне куçарчĕç. Пирĕн çарсем хĕвеланăçнелле куçнă май эпир виççĕмĕш Украина фронтне пăхăнса тăма пуçларăмăр. Çуран утса чукун çулĕсене тăшман минисенчен тĕрĕслеттĕмĕр. Кил çинчен, атте-анне çинчен сахал шутланă эпир, пурте хăвăртрах Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кĕрешнĕ. Каярах Молдавине лекрĕмĕр. Нимĕçсем хыççăн ку вырăнсем ишĕлчĕк айне выртса юлнине хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр. Вăл каçхине тăшманăн самолечĕсем черетлĕ хут бомбăсем пăрахрĕç. Кунта мана ăнсăртран сарамак чирĕ çакланчĕ. Госпитале ăсатрĕç, унта пĕр хушă сиплентĕм. Пирĕн çарсем тăшмана сывлама та памаççĕ. Румыни, Югослави, Венгри хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Кĕçех кĕтнĕ Çĕнтерỹ çитрĕ. Эпир Венгрин Сомбахтей станцийĕнче 1945 çулхи июнĕн 10-мĕшĕччен тăтăмăр. Вена хули урлă Тăван çĕршыва таврăнтăмăр. Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил станцийĕнче 1945 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕччен пултăмăр. Тăван киле декабрĕн 2-мĕшĕнче çитрĕм. Юлашкинчен тата çакна хушса калам. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕ. Нимĕçсем каялла чакнă чухне Днепр юханшывĕ çинчи кĕперсене тăшман пĕтĕмпех çĕмĕрсе хăварнă. Пирĕн хĕрарăм ротинче 100 çынна яхăнччĕ. Пире задани панă: çар хатĕрĕсене Днепр урлă каçармалла. Эпир йывăçсенчен, хăмасенчен паромсем туса вăхăтра çар хатĕрĕсене юханшыв леш енне каçарма пултартăмăр. 1945 çулхи тепĕр самант. Венгринчи Сомбахтей станцийĕнче тăратпăр. Эпир, операторсем, станцине мĕнле поездсем килни-кайнине çыхăну урлă пĕлтерсе тăраттăмăр. Нимĕç самолĕчĕсем вĕçĕмсĕр хула çине бомбăсем пăрахаççĕ. Вĕсене пирĕн зенитчиксем куçран вĕçертместчĕç, пере-пере антаратчĕç. Çапах та çав самантсенче 9 хĕре çухатрăмăр. Эпир ĕçленĕ çĕре те бомба ỹкрĕ, çурт çине мар, айлăма, анчах вăл çурăлмарĕ, сывах юлтăмăр. Ман кăкăра "За Победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.", ытти медальсем илем кỹреççĕ. Чĕрĕ те сывă юлнишĕн савăнатăп, Турра тав тăватăп. Эпир курнине, тỹссе ирттернине пирĕн ачасем ан курччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика