АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клавдия Михайловна Антипова (1923 9.ç.)

03 февраля 2015 г.

Клавдия Михайловна Антипова (1923 9.ç.)

1942 çул. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пырать. Питех те нушаллă кунсем. Пире, Трак тăрăхĕнчи 5 хĕре, кĕркунне, ноябрĕн 27-мĕшĕнче, çара илчĕç. Малтанах виçĕ талăк хушши Канаш станцийĕнче тытрĕç. Тепĕр хут комисси витĕр тухрăмăр. Ун хыççăн тавар вакунĕсем çине лартрĕç те эшелон тапранчĕ. Тăхăр талăк хушши кайрăмăр. Ăçта илсе каяççĕ — нимĕн те пĕлместпĕр. Типĕ паекпа тăранса пурăнтăмăр. Унтан Мускав облаçĕнчи Серпухов хулине çитрĕмĕр, икĕ эрне карантинра тытрĕç. Черетлĕ хут комисси. Мунчана илсе кайрĕç, тинех салтак форми пачĕç. Çак куна епле манăн. Пуçланчĕ вара çар çыннин пурнăçĕ. Çар вĕренĕвĕ тытăнчĕ. Пире пĕр вăхăт винтовкăсен, гранатометсен тытăмне вĕрентрĕç, асăннă хĕç-пăшалпа пеме, стройпа утма вĕрентрĕç. Пĕр вĕçĕм тревогăсемпе тăна илчĕç. Эпир кунта хĕрсем ултă пине яхăн пулнă. Хĕрарăмсен запасри 1-мĕш полкĕнче тăнă эпир. 1943 çулхи майăн 27-мĕшĕнче пире, 31 хĕр-салтака, Калинин хулине куçарчĕç. Халĕ пирĕн чаçĕн ячĕ çапла — "62-ая К. Т. О. Р." (Комендатура тылового оборонительного рубежа). Кунта пире каллех карабин-винтовка пачĕç, эпир кашниех хăйĕн участокĕнче оборона укрепленийĕсене (рубежсене) тĕрĕслесе тăтăмăр. Çапла тăхăр уйăх иртрĕ, ун хыççăн пире Ленинград облаçĕнчи Старая Русса хулине куçарчĕç. Кунта эпир мĕн вăрçă пĕтичченех пултăмăр, мĕн пур нушана куртăмăр. Вăрçă — курорт мар. Тăшман хăварнă минăсене пĕр çĕре пухса тĕп тума тиветчĕ пирĕн. Анчах çак ĕçре питех те асăрханулăх кирлĕ пулнă. Вилĕм пирĕнпе пĕрлех çỹренĕ темелле. Çапла май Канаш районĕнчи Юнтапа ялĕн хĕрне çăлса хăварма пултараймарăмăр. Вăл мина çине пырса кĕрет, лешĕ çурăлса кайнипе хĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Ялсем ялкăшса çуннипе таврара тĕтĕм-сĕрĕм тăратчĕ. Ватăсен куç лапамĕсем куççульпе тулни, тăлăха юлнă ачасем "Анне!" тесе макăрни халĕ те асăмран тухмасть, чĕрене çурать. Выçлăх хуçаланатчĕ, пирĕн те виçшер талăк çăкăрсăр ларни пулнă. 1944 çулхи ноябрь. Каçсерен сивĕ. Пĕррехинче пире хамăр капитан сăрт хĕррине илсе кайрĕ. Кунта кил-çурчĕсем çунса кĕлленнĕрен 7-8 çемье çĕр-пỹртре вăхăтлăх вырăн тупнă. Эпир те çавăнтах çĕр каçрăмăр. Пире апатпа хăналарĕç. Пĕр кинеми çапла пĕлтерчĕ (эпир ун чухне виççĕнччĕ): çывăхри вăрманта шурлăхлă вырăн, унта нимĕçсем пирĕн чылай салтака илсе кайса персе пăрахнă. Эпир унта кайса пăхрăмăр та хамăра хамăр тĕлĕнтĕмĕр: çын вилли урлă-пирлĕ выртать, таврара шăршă-маршă тăрать. Кам ашшĕне, пиччĕшне, шăллĕне çухатнă пулас. Пирĕн те куçсенчен куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Чылай вăхăт чунăм лăпланмарĕ. Çав саманта паян та асăнма йывăр. Кĕтнĕ самант — 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ çитрĕ. Чаçе полковник çитрĕ те вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕ. Хаяр вăрçа эпир Çĕнтерỹпе вĕçлерĕмĕр. Савăннипе кам макăрма, кам ташлама пуçларĕ. Çак кун пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уяв пулчĕ: пире кашнине икçĕршер грамм шурă эрех тата тĕрлĕ апат-çимĕç пачĕç. 1945 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче, документсене хатĕрлесе çитерсе, пире демобилизаци йĕркипе киле ячĕç. Тепĕр икĕ кунтан вара эпĕ тăван атте-анне килĕнче пултăм. Юлашкинчен çакна каласшăн: тек ирсĕр те ылхан вăрçă нихăçан та ан пултăр, ман ачасен ачисем те эпир курнă, чăтнă нушана ан курччăр! Аслă Çĕнтерỹ тунă совет халăхне мухтав!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика