АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чатукассисем — вăрçă вăхăтĕнче

03 февраля 2015 г.

Тăватă çула яхăн тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçлес тесе Трак енри хуçалăхсем те хăйсен тỹпине хывнă. Чатукасси ял тăрăхне кĕнĕ хуçалăхсем, уйрăм çынсем оборона фондне еплерех пулăшу кỹни пирки пичете райархив заведующийĕнче ĕçленĕ Г. Иванова хатĕрлесе панă. Вăл райхаçатра 2000 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ. Унпа вулакана паллашма сĕнетпĕр. Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи вăрçи колхозсене те чылай вăйсăрлатнă. Ĕç тата туртăм вăйĕ çитменнипе пур çĕрте те уй-хир ĕçĕсене питĕ кая юлса пурнăçланă, хăш-пĕр колхозсен тырă капанĕсем уйрах хĕл каçнă. Кун пек лару-тăрура тыр-пул тухăçĕ чылай пĕчĕкленнĕ, колхозниксене ĕçшĕн те питĕ сахал тỹленĕ — кашни ĕç кунĕ пуçне 0,3 — 0,4 кг çеç тивнĕ. Чылайăшĕ выçăпа аптранă: çăва тухсан курăк-серте яшкипе тăранкаласа пурăннă, çур акинче иртнĕ çулхи çĕр улми çĕрĕкĕсене пуçтарса крахмалне уйăрса çинĕ. Вăл тапхăрта пĕр пăт çăнăха (кив укçапа) 1200-1500 тенкĕ парса туянма тивнĕ. Çавăнпа та вăрçă пуçаракан тăшмана пурте хытă ылханнă, колхозниксем "Çĕнтерỹшĕн" тесен темĕн тума та, кирек ăçта кайса ĕçлеме те хатĕр пулнă. Вăрçă тапхăрĕнче Чатукасси тăрăхĕнче пурĕ 10 колхоз — "Труженик", "Унга", "Новое дело", "Новый мир", "Новое хозяйство", "Индустрия", "1-ое Мая", "Автобус", "Чувашия", "14 лет Октября" — пулнă. Асăннă колхозсем оборона фондне пĕтĕмпе 59605 тенкĕ укçа, 6107 центнер тырă, 153 пуç лаша, 51 кỹме, 46 çуна, 32 кĕрĕк, 106 кĕççе атă, 144 мăшăр алсиш-чăлха парса пулăшнă. Фронта тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе чылай колхозниксем хăйсен хуçалăхĕсенчен укçа-тенкĕ, ытлашши продукцие ăсатнă. Акă, кунти 10 хуçалăхра 240 кил шутланнă. Вĕсем 16875 тенкĕ укçа (çĕнĕ укçа шучĕпе), 285 центнер тĕш-тырă, 89 кĕççе атă, 573 мăшăр алсиш-чăлха, 262 штук сурăх тирĕ, 20 кг пыл панă. Уйрăм çынсене ятранах асăнма пулать. "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерỹ валли" девизпа Енĕшкассинчи артель бригадирĕ И. Евдокимов ватă — 1 пин тенкĕ, Чатукассинчи ялпо председателĕ С. Корнилова — 5 пин, Чатукасси колхоз председателĕ Д. Яковлев — 200 тенкĕ, 10 центнер тырă, 20 кг пыл, Выççăлккă колхоз ертỹçи Е. Димитриев 3 пин тенкĕ, 12 центнер тырă, Çавалçырма колхоз пуçлăхĕ М. Карпов 500 тенкĕ, 10 центнер тырă парса пулăшнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче арçынсемпе танах хĕрарăмсем те фронтра çапăçнă, вăрçă хатĕрĕсем туса кăларакан заводсенче ĕçленĕ. Медицина службин лейтенанчĕ Е. Исакова (Çавалçырма) Хĕвеланăç тата Сталинград фрончĕсенче пулнă, "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. А. Матвеева (Çĕнĕ Выççăлккă) салтак шинельне тăхăнса III Украина фронтĕнче çапăçнă. Р. Иванова (Типвар) çыхăну сержанчĕ, III Белорусси фрончĕн йышĕнче Германие çитнĕ. А. Алексеева (Чатукасси) кĕçĕн сержантăн çак тапхăр çар аэродромĕсенче иртнĕ. К. Михайлован (Çавалçырма) вăрçă кунĕсем Ленинград фрончĕпе çыхăннă. Т. Кондратьевапа (Чатукасси) И. Ефремова (Çавалçырма) вара вăрçă хатĕрĕсем кăларакан заводра тар тăкнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче халăхсен туслăхĕ нихăçанхинчен те çирĕп пулнă. Тăван хулисемпе ялĕсене, кил-çурчĕсене пăрахса эвакуаци йĕркипе килнĕ çынсене Чатукасси тăрăхĕнче те ăшшăн йышăннă, тăвансем евĕр туслă пурăннă. Кунти 10 ялта Мускав, Ленинград, Псков хулисенчен, Украинăран, Сталинград, Смоленск, Мускав облаçĕсенчен куçса килнĕ 42 çемье ăшă хỹтлĕх тупнă. Вĕсен хваттерĕсене хутса ăшăтма колхозран вутă-шанкă, кашни çын пуçне уйăха 10 кг çăнăх, çĕр улми, пахча-çимĕç, аш-пăш, сĕт-турăх уйăрнă. Çавна май эвакуаци йĕркипе килнисем те хуçалăхра мĕн пур вăйне парса ĕçленĕ. Çĕнтерỹ кунĕ çитессе пурте шаннă, ĕненнĕ. Анчах ниепле вăрçă та çухатусăр пулмасть. Ку тăрăхри 10 ялти чылай çемье çапăçу хирĕнче ашшĕне е ывăлне, пиччĕшне е шăллĕне çухатнă. Чатукасси ялĕнчен вăрçа тухса кайнисенчен 42 çын, Шăнарпуçĕнчен — 22, Пулайкассинчен — 26, Типвартан — 11, Арçунакассинчен — 12, Итмартан — 12, Енĕшкассинчен — 36, Çавалçырмаран — 25, Выççăлккăран 20 çын — пурĕ 225-ĕн — килĕсене таврăнайман. Вĕсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика