АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чатукассисем ял пуçланнăранпа 900 çул çитнине паллă турĕç

25 июля 2014 г.

Чатукассисем ял пуçланнăранпа 900 çул çитнине паллă турĕç

Истори çăл куçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи Чатукасси ялĕн территорине Бибарс кнеç хăйĕн отрячĕпе килнĕ. Документсенчен ял пуçланнă вăхăт Атăл çи Пăлхар мăсăльмансен патшалăхĕ пулнипе те паллă. Ку тĕне йышăнман çемьесем 1114 çулта çĕр-шыв хĕрринчи Пысăк çул çине уйрăлса тухнă. Çакăнтан Чатукасси ялĕ пуçланнă та. Хазарсем пуç пулса тăма пăрахнă хыççăн тин Атăл çи Пăлхар ирĕклĕх илнĕ. Чăваш çĕрĕ урлă иртекен чи кирлĕ çул Биляр — Хусан — Муром пулнă. Унăн никĕсĕ çинче ХIX ĕмĕр пуçламăшĕнче “Мускав — Муром — Хусан” Çĕпĕр çулĕ уçнă. Вăл пирĕн районти Дворик (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ), Кỹлçырма (Пикшик ял тăрăхĕ), Чатукасси (Чатукасси ял тăрăхĕ) тата Ванюшкасси (Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ) ялĕсен çывăхĕпе иртнĕ. Дворик ялĕ унтанпах хăйĕн ятне сыхласа хăварнă. Унта лавçăсен лашисем пулнă. Лавçăсем лашисене улăштарнă та малалла çул тытнă. Чатукасси çывăхĕнче çул икке пайланнă: Чатукасси — Ункăçум тата Чатукасси — Танăш — Ванюшкасси. Чатукасси ялне çитес умĕн вĕсем каллех пĕрлешнĕ. Чатукасси ял ячĕ “чатак” (икĕ çул пĕрлешни) тата “кас” (урам, ял) сăмахсенчен пуçланнă. Чатукасси ял тăрăхĕн территорийĕнче ку çул халĕ те сыхланса юлнă, çу кунĕсенче ăна уççăнах курма пулать. Атăл çи Пăлхар патшалăхне тытса тăракансем ку çула лайăх пăхса тăнă. Çул хĕррисене хỹтĕлес тĕллевпе çарпа административлă постсем тытса тăнă. Вĕсенче 60—80 салтак пулнă. Бибарс кнеç отрячĕ Чатукасси çывăхне ХII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ. 60—80 салтакран тăнă. Каярахпа “Бибарс” сăмах Бибарс — Чатукасси ял ятне кĕнĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Бибарс — Чатукасси ỹссе пысăкланнă. 1830—1840 çулсенче Çĕпĕр трактне сыхлакан çарсене пăхса тăмалла пулнă. Халăхра ку çула Кĕтĕрне тракчĕ, Арестант тракчĕ, Почта тракчĕ, Тимĕр тăлă тракчĕ тенĕ. 1834—1850 çулсенче Бибарс — Чатукасси вулăс центрĕ пулнă. Пĕр вăхăт вăл Çĕрпỹ районĕнчи Чупай вулăсне кĕнĕ. Революциччен çапла пулнă, ун хыççăн Бибарс ята каялла тавăрнă. Ку ял çынни А. Валентинов Чатукасси ялĕн историне тĕпчесе “Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы” кĕнеке пичетлесе кăларнă. Халĕ, ав, Чатукассисем ял пуçланнăранпа 900 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Кунти культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕ умĕнчи лапамра иртрĕ праçник. Çак вырăн ир-ирех вăранчĕ, уяв сăнĕ тăхăнчĕ. “Хăна сĕтелĕ” урамри сĕтелсем апат-çимĕçрен çав тери пуян пулчĕç. Тĕрлĕ куравсем ĕçлерĕç. Юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Вун икĕ сехет иртсен, виçĕ енчен пуçтарăннипе вăйă карти йĕркеленчĕ. Малтан — пĕчĕкрех виçĕ çаврака. Унтан пысăк пĕр çаврака турĕç. Ятарласа тунă сцена çине уява ертсе пыракансем тухаççĕ. — Ĕлĕк-авал, 900 çул каялла, Бибарс кнеç çак вырăнти тискер уйсенче чăвашсем валли çĕр уйăрса парать. Çавăнтанпа Бибарс — Чатукасси пуçланса кайнă тесе шутлатпăр, — пĕлтереççĕ вĕсем. Çав вăхăтра пĕри çĕр виçет, тепри çырса пырать, юпа лартса хăвараççĕ. Арçынпа ача тухаççĕ. Ачи пĕр чашăк çăмарта йăтнă, арçын аллинче — вĕрен. Вăл ачаран çăмарта чашăкне илет те чĕркуçленсе ларать, пуç çапать. Ачине тилхепе парать. Пурте пĕрле “Алран кайми аки-сухи” юрă юрлаççĕ. Суха пуçпе лаша хыççăн икĕ хĕрарăм тырă акаççĕ. Тăпачăпа тырă пучаххисене шĕкĕлченине, тырра мăн алапа тасатнине, алă вăйĕпе арман авăртнине, пир çапнине, çĕн пỹрт ĕçкине кăтартаççĕ. — Уява Культура çулталăкне халаллатпăр. Чатукасси енĕ — пирĕн пĕчĕк тăван çĕр-шыв. Эпир ăна пĕтĕм чун-чĕрепе юрататпăр. Унпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн ялта, — теççĕ уява йĕркелесе пыракансем. Вĕсем маттурсен ят-хушамачĕсене те асăнаççĕ. Ку йышра — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ А. Львов, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Федотов, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Г. Захаров, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ В. Карпов, ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ А. Назарова, А. Львова тавра пĕлỹçĕ-историк, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ А. Егоров, А. Кузьмин воин-интернационалист тата ыттисем те. Уявăн официаллă пайне Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне А. Шестакова сăмах параççĕ. — Паян сирĕн пысăк уяв. Пĕлтĕр çеç ку вырăнта, чăвашсен паллă композиторĕ Ф. М. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа, пысăк мероприяти йĕркелерĕмĕр. Хальхи праçник валли те, акă, эсир хăна-вĕрле пухас умĕн ял урамĕсенче тирпей-йĕрке турăр. Маттур, — терĕ Андрей Владимирович Чатукассисене ял пуçланса кайнăранпа 900 çул çитнĕ ятпа саламланă май. Вăл кунпа пĕрлех ялти хастар çынсен пысăк ушкăнне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Ниме мелĕпе йĕркеленĕ уява сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Çав йышра РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ỹнерçи, 2013 çулшăн ЧР патшалăх премине тивĕçнĕ В. Николаев, “Сăвар” ăслăлăхпа тĕпчев фончĕн президенчĕ В. Иванов (Алмантай), ку фонд активисчĕ Сархан Семенов. Çак фондăн Мухтав паллине Раççей Геройĕ Н. Гаврилов генерал-лейтенат, сăварсем пирки çырнă кĕнекесемшĕн А. Львова, çавăн пекех А. Валентинов тавра пĕлỹçĕ тивĕçнĕ. Пысăк концерт та иртрĕ. Унта вырăнти юрăç-ташăçсемпе пĕрлех Кỹкеç поселокĕнчен пынă вокал ушкăнĕ те, “Çăл куç” ансамбль те, Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьелти фольклор ушкăнĕ те, Аринăпа Артем Семеновсем (ташăçăсем) те хутшăнчĕç. Дискотека, лазер-шоу пулчĕç. В. Данилов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика