АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш кирпĕч е Республика Кунне — парне

21 июня 2013 г.

 

 

Кăçалхи Республика кунне район чаплă парне хатĕрлерĕ. Ĕнер "KETRA" завод хута кайрĕ.

 

 

Эпир ку завода "Трак керамики" ятпа пĕлетпĕр. Красноармейски ялĕн çурçĕр хĕвел тухăçĕнчи сăртра ларать вăл. Капмаррăн, мăнаçлăн.

Завод чăнласа ăслăлăхпа техника аталанăвĕн çитĕнĕвĕ. Тĕнчери шайра. Итали технологийĕ вырăн тупнă. Завод йышĕнче чикĕ леш енчи специалистсем те пур. Тĕп ĕçлекенсем вара вырăнтисемех. Ахальтен мар кунта Трак енрен те чылайăшĕ çĕнĕ ĕç вырăнне тупрĕ. Ку завода хăпартнă чух та палăрчĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

Чи кирли завод - район экономикине хăпартма пулăшни. Продукци калăпăшĕ ÿснĕ май, кунтан район бюджетне те ытларах уçа-тенкĕ пырса кĕмелле. Çакă нумай ыйтусене ăнăçлăрах татса пама пулăшмалла. Çавна палăртрĕ те акă Н.Угаслов. Хупă йышши "ТУС" акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Район ака туйĕнче. Хăй унта тухса каланă сăмахра. Вăл сăмахсене фирма пуçлăхĕ хăй тапратса калани паха. Ыт ахальтен каламасть ĕнтĕ вăл вĕсене. Ку чăннипех çапла пуласса шанать. Ĕмĕт-тĕллевĕсем пархатарлă пуçлăхăн. Ку ырă ĕçсенче ăна Турри пулăшса пытăр (сăмах май, Николай Федоровичăн Красноармейскинчи çĕнĕ чиркĕве хăпартма пулăшмашкăн та ĕмĕтсем пур), шутланине пурнăçа кĕртме сывлăхпа вăй-хал, ăнăçу патăр.

Кăçал çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Шывпуç тăрăхĕнче пулнăччĕ. Туçи Чуракассин хĕвел тухăç енче пысăк тăм сăртне асăрхарăм. Заводра пиччĕн кирпĕч кăлармалли чĕр тавар пулчĕ вăл. Кунашкаллине Малти Карăк сăртĕнче те курнăччĕ. Ĕлĕкех кунти тăм пахалăхĕ пирки ырласа калаçатчĕç — халĕ мĕн калаçни чăнласа пурнăçа кĕрет.

Иртнĕ эрне кун Николай Федоровичпа завод территорийĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Сăпайлă, шанчăклă, çирĕп кăмăллă çын тÿрех тыткăна илчĕ. Унпа малашне те пĕр-пĕринпе туслăн, килĕштерсе ĕçлеме сăмах татрăмăр.

Вулакансене паянхи номерĕн 3-6-мĕш страницисенче завод ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех каласа паракан материалсемпе паллашма сĕнетпĕр. Чăн та, ятарлă кăларăм пулнă май вăл вырăсла чĕлхепе тухрĕ. Ăна вулакансем ăнланасса, пире каçарасса шанатпăр. Малашне тăван чĕлхепе калакан материалсем те тухĕç.

И. Прокопьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика