АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун пек концерт час-часах кураймастăн

30 ноября 2013 г.

Парне пани – ырă сунни. Вутлан шкулĕн 100 çулхи юбилейĕнче официаллă çынсемсĕр пуçне ырă сунакансем нумай пулчĕç. Чăннипех кăмăлтан юратнине палăртса, шкула ял хуçалăх министрĕ пулнă Валериан Дубинин, ЧПУ профессорĕ Петр Лукин хăйсем çырнă монографисене, тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем пейзаж картинисем парнелерĕç.

Праçника килнĕ хăнасем те, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе ял-йыш та парнесĕр юлмарĕç. Вĕсем валли хĕвеллĕ кунхи çутă уявра нумай хушă асран тухми савăнăçлă концерт кăтартрĕç. Пĕрлехи пысăк вăйпа хатĕрленĕ ăна. Вĕрентекенсен йышĕпе сцена çинче черетленсе «Хунав» ансамблĕн тата искусство шкулĕн çамрăк артисчĕсем, тăван шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина илем кÿчĕ. Килĕшÿллĕ кашни номер хумхантарчĕ куракансене, кăмăл-туйăма хускатрĕ. Хамăр тăрăхрах çакăн пек талантсем пурри тата ÿсни савăнтарчĕ.

– Художество пултарулăх смотрĕнче те час-часах кураймастăн кун пек концерт, – хак пачĕç нумайăшĕ киле саланнă май.

Ананий ИВАНОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика