АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камит куракана пуçтарчĕ

30 ноября 2013 г.

Элĕкри халăх театрĕ 45 çул ĕнтĕ пирĕнпе, куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри ача чухнех ку театр спектаклĕсене пĕрне те сиктермесĕр курнă пулĕ. Унпа пĕрлех çулланнă та, каçхи уçă залта премьерăсем кĕтнĕ. Хыççăн хăйĕн кураканĕсене театр тĕлĕнтермĕшне уçса панă.Нумаях пулмасть Элĕкри культурăпа кану центрĕнче халăх театрĕ куракансене каллех спектаклье пуçтарчĕ. Халăх аритисчĕсем ку хутĕнче Н.Сидоровăн «Хусах Ваççа авланать» камите кăтартрĕç. Спектаклĕн çăмăл вăйă форми ăна пушшех те интереслĕрех те ăнланмалларах тăвать. Унта – пултарулăх енĕпе стаж пухнисем. Сăмахран, Георгий Павлов, Зиновий Федоров, Валентина Плотникова, Галина Краснова тата ыттисем те. Театр опычĕ пысăках маррисем те сцена çинче: Валентина Степанова, Сергей Иванов. Çапах та пурте хăйсен рольне тивĕçлипе выляма, сăнара кирлĕ пек калăплама пултарчĕç. Куракансем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тыткăнларĕç, хытах култарчĕç.

Спектакле кĕвĕпе тата сасăпа йĕркелени те илем кÿчĕ. Алексей Якимов, культурăпа кану центрĕн сасă режиссерĕ, постановкăна ялти сасă эффектне килĕшÿллĕн кĕртнĕ. Куракан сцена çинче мĕн пулса иртнине йăлтах ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Çакăнта, паллах, артистсен тÿпи пысăк, çавăн пекех И.В.Афанасьева режиссерăн та. Халăх театрĕн артисчĕсене хăй тĕллĕн вĕреннисем кăна пулин те, чăн-чăн профессионалсемех теме пулать. Çакна та палăртас килет, Элĕк халăх театрĕн юлашки çулсенче хăйĕн яланхи кураканĕсем пур. Çакă, паллах, театр артисчĕсене савăнтарать. Апла пулсан, пирĕн ялсенче театр искусстви енне интерес пур-ха. Театр пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать.

Анатолий ГОРШКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика