АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт та, спектакль те хатĕрлеççĕ

02 сентября 2013 г.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕ хăйĕн 80 çулхи
юбилейне паллă тăвĕ. Çак вăхăтра темĕн тĕрлĕ ĕç те туса ирттернĕ. «Халăх çурчĕ»
ят илнĕскер культурăна аталантарассине тĕпе хывнă. Куракăш ялĕнчи С.Л.Шумилов
ертÿçĕ тилхепине тытнă. Часах пултарулăх ушкăнĕсем ĕçлеме пуçланă. Синер ялĕнчи
В.И.Волков драма кружокĕ уçнă. Çавăн пекех культура çуртĕнче хор, ташă
ушкăнĕсене йĕркеленĕ, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ йĕркеленнĕ. Халăх
Çурчĕ йывăçран тунă чиркÿ пÿртĕнче пулнă. Культура учрежденийĕн ячĕ те, çыннисем
те улшăнса пынă. 1993 çулта çеç çĕнĕ çурт хута кайнă. Районти культура çурчĕ
2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен «Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану
центрĕ» ятпа ĕçлеме тытăнать. 2009 çулта конкурс витĕр тухса çĕнĕ оборудованисем
илме тивĕçлĕ пулать. Тепĕр çулталăкран вара база учрежденийĕ туса хураççĕ.

Культурăпа кану центрне 1970 çултанпа Любовь Михайловна Константинова ертсе
пынă. Вăтăр тăхăр çул хушшинче республикăри районсенче çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ
кĕтесĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă культура ĕçченĕсем. Халĕ
Л.М.Андреева ертÿçĕре виçĕ çул тимлет. Вăл тăрăшнипе пултарулăх ушкăнĕсем таçта
та çитеççĕ, юрри-ташшисемпе халăха савăнтараççĕ.

Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсемшĕн кăçалхи çул асрах юлмалла. Çу
уйăхĕнче Шупашкар районĕнче республикăри халăх театрĕсен тата драма кружокĕсен
«Ялан театр» фестиваль-конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Элĕк халăх театрĕ «Чи лайăх
спектакль» номинацире Н.Сидоровăн «Шăнкăрав курăкĕ» спектакльшĕн пĕрремĕш
степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Унсăр пуçне «Спектакльти чи лайăх сыпăкшăн» «Кай, кай
Ивана» камитри пĕр сыпăка пысăк хак панă. «Чи лайăх дебют» номинацире «Шăнкăрав
курăкĕ» спектакльти Марина рольне ăста вылянăшăн В.Степановăна пĕрремĕш
степеньлĕ дипломпа чысланă. «Чи лайăх эпизодри роль» номинацире И.Никифоров
палăрнă.

Культура ĕçченĕсем кулленхи ĕç-хĕле планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ.
Февраль уйăхĕнче «халăх» ята çĕнсе илнĕ коллективсем тепĕр хут хăйсен
пултарулăхне çирĕплетнĕ. Халăх театрĕ 1968 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче мари
драматургĕ çырнă «Туй икерчи» пьесипе сцена çине тухнă. Спектакле пурĕ çирĕм
хутчен халăх патне çитернĕ. Майĕпен районти халăх театрĕ районпа республика

çыннисене çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакансене те пултарулăхĕпе
тĕлĕнтернĕ. 1990 çулта театр Пушкăртстан республикине Пĕтĕм Раççейри фестивале
«Виçĕ туй» ятлă комедипе тухса каять. 1992 çулта вара театр коллективĕ сцена
çине «Юрату – хăпарту мар» камитле пьеса кăларать. Çак спектакле Чăваш
телевиденийĕпе те темиçе хутчен кăтартаççĕ. Кăçал халăх театрĕ хăйĕн 45 çулхи
юбилейне паллă тăвать. Культура ĕçченĕсем çак уява питĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ,
кĕркунне сцена çине çĕнĕ спектакльпе тухма ĕмĕтленеççĕ. Артистсем хушшинче тĕрлĕ
професси çыннисем пур: вĕрентекен, тухтăр, сутуçă.

«Валинке» – тури чăвашсен юрри-ташшипе йĕркеленнĕ фольклор ансамблĕ. Вăл 1970
çулта Л.Константинова пуçарса янипе пĕрремĕш хут сцена çине тухнă. Коллективра
тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан пурĕ утмăл çын. Артистсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене çитсе
курнă, фестивальсенче палăрнă. «Валинкене» çÿрекен ачасен ушкăнĕ вара «Черчен
чечексем», «Пĕчĕк çеç путене» фестивальсен лауреачĕсем пулса тăнă. Элĕкри
культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕ, «Валинке» халăх фольклор ушкăнĕ,
«Грация» ташă ансамблĕ тата ветерансен хорĕ йăла-йĕркесене упраса хăварассипе
нумай ĕç тăваççĕ. Коллективăн умри тĕллевĕсем те халăхпа çыхăннă. Кăçал кĕр
мăнтăрĕпе культурăпа кану центрĕ халăх театрĕ 45 çул, Элĕк салинчи культура
çурчĕ уçăлнăранпа 80 çул, «Валинке» халăх фольклор ушкăнĕ «халăх» ятне илни 20
çул, çĕнĕ культура çурчĕ уçăлни 20 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çавăн пекех
«Валинке» халăх фольклор ушкăнĕ сентябрьте Краснодар тăрăхĕнчи Темрюк хулине
гастроле тухса каять.

М.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика