АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем ĕçленĕрен кăмăл çĕкленет

28 октября 2016 г.

Çамрăксем ĕçленĕрен кăмăл çĕкленет

Çамрăксем çĕршыв пуласлăхĕ тетпĕр. Анчах та çамрăк ăру пĕлỹ илнĕ хыççăн хăй çуралса ỹснĕ ялта юлтăр, çирĕпленсе пурăнтăр, ĕçлетĕр тесен мĕн тумалла-ха? "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн ертỹçин Альбина Новикован шучĕпе çакна валли чи малтанах майсем туса памалла. Çак сăмахсене вăл ахальтен каламасть.

"Коминтерн" хуçалăхра чылай çамрăк ĕçлет. Вĕсен йышĕнче водительпе маханизатор та, агрономпа доярка та, выльăх пăхакан та, ытти професси çынни те пур. Палăртмалла, вĕсем кунта Атнар ял тăрăхĕнчен кăна мар, районти тĕрлĕ ялсенчен ĕçе çỹреççĕ. 30 çула çитмен тата унтан иртнĕ яш-кĕрĕмпе хĕрупраç шучĕ акă 10 çынтан та иртет. Дмитрий Куропаткин, Олег Федоров, Сергей Мадайкин водительсем, Михаил Матвеев, Сергей Мадебейкин, Роман Романов, Александр Никифоров трактористсем, Алина Абаськина Туканашри ферма заведующийĕ, Сергей Чумаков сварщик, Иван Тарасов, Павел Сорокин, Павел Индейкин выльăх апачĕ хатĕрлекенсем, Александр Юманкин выльăх пăхакан, Наталья Смалайкина, Наталья Егорова бухгалтерсем тата ыттисем.

Нумаях пулмасть ялхуçалăхĕнче тăрăшакан çамрăксемпе паллашас тесе Атнара çитрĕм. "Коминтерн" ЯХПК-н территорийĕнче, чăнах та, ăçта ан пăх - çамрăксем ĕçлени курăнчĕ. Трапайри сĕт-çу комплексĕнче те çавах: пĕри тислĕк турттарать, тепри - выльăх апачĕ...

Акă ферма çывăхнелле çĕнĕ трактор килсе тăчĕ. Унăн рулĕ умĕнче те çамрăк çын - Сергей Геннадьевич Мадебейкин. Атнар каччи хуçалăхра икĕ çула яхăн ĕçлет. Çĕмĕрлери профтехучилищĕре строитель профессине алла илнĕ вăл, унтан хуçалăхра техникăпа ĕçлес тесе Шупашкарта тракториста вĕренсе тухнă. Паянхи кун строитель профессийĕпе ĕçлекенсем лайăх укçа ĕçлесе илнине пĕлсех ялта ĕçлеме юлнă. Нумай сăмах ваклама юратман каччă хуçалăх тỹлекен шалу ăна тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Сергей коллективра кĕске хушăрах тăрăшулăхĕпе палăрнă.

Çамрăксем пирки сăмах хускатнă чух хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова шăпах Сергея уйрăмăн ырăпа асăнчĕ. Çав хушăрах хуçалăхра çамрăксем хăйсемех пĕр бригада пулнине, тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленине палăртрĕ вăл.

Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăха çамрăксем ахальтен туртăнмаççĕ. Вĕсене кунта ĕç укçи лайăх тỹлени, ĕçлемелли майсем илĕртеççĕ. Ир-ирех ĕçе кỹлĕнмелле пулин те - ялти ĕç - аякка кайса ĕçлесе çỹрени мар. Тăрăшса ĕçлекенсене вара хуçалăх тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма тăрăшать. Ĕç çыннисем кашни уйăхра преми илеççĕ, унсăр пуçне тỹлевсĕр путевкăсене, наградăсемпе хисеплĕ ятсене тивĕçме пултараççĕ. Хĕрỹ ĕç вĕçленсен халăхпа канмалли майсене те пăхса хунă, çĕр ĕçченĕсене валли Шупашкарти артистсем килсе концерт е спектакль кăтартасси те йăлана кĕнĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика