АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тата потребкоопераци

19 августа 2016 г.

Потребительсен кооперацийĕн ялăн социаллă аталанăвĕнчи вырăнĕ. Çавăн пек темăпа иртрĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ертсе пынипе массăллă информаци хатĕрĕсен республикăри семинарĕ. Элĕк райповĕнче кооператорсем хăйсен пайщикĕсене тата уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшас тесе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç. Раççейĕн тĕп истори центрĕ яланах ял пулнă.

Юлашки çулсенче шавлă мегаполисран чылайăшĕ хăйĕн тăван енне пурăнма таврăнать. Ун пеккисем нумайлансах пыраççĕ. Яла килме вĕсене федераллă е тата регион шайĕнчи çамрăк специалистсене пулăшакан программăсем те илĕртеççĕ. Çакăнта кооператорсем те хăйсен тỹпине хываççĕ. Потребительсен кооперацийĕ яла-нах яллă вырăнта ĕçленĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Республикăри кооператорсем ял ĕçченĕсен ытлашши юлнă çĕрулмине, пахча çимĕçне, аш-какайне, сĕтне йышăнаççĕ, эмел курăкĕ семпе чĕртавар тата ыттине те илеççĕ. Каярахпа çак продукци лавккасемпе столовăйсен сентрисем çине кăлпасси, çурмафабрикат, пахча çимĕç, улма-çырла консерви тата ытти продукци пулса çитсе выртать.

Чăвашпотребсоюзăн хатĕрлев отраслĕнчи партнерĕсем - ялти 60 пин кил хуçалăхĕ. Уйрăм хушма хуçалăх хуçисене, ялхуçалăх продукцине паракансене пулăшас тĕллевпе кооператорсем чăх-чĕп, комбикорм, тыр-пул, удобрени илсе килсе сутаççĕ. Пысăк калăпăшлă таварсене, строительство материалĕсене киле çити тỹевсĕр çитерсе параççĕ. Иртнĕ çул кăна ял халăхне ялхуçалăх продукцине панăшăн 658 млн тенкĕ тỹленĕ. Çакă ял çыннишĕн япăх мар хушма укçа-тенкĕ шутланать. "Уй-хиртен - сутă сĕтелĕ таран" сăнчăр - пысăк пахалăхлă тата юлаш-кинчен чăн-чăн продукт гарантийĕ. Халĕ Чăвашпотребсоюз организацийĕсемпе предприятийĕсем "Vкусная линия" брендпа та тухаççĕ. Элĕк районĕнче, сăмахран, 42 гектар йышăнакан çимĕç питомникĕ пур. Унта пахча çимĕç, улма-çырла ỹстерсе илеççĕ. Вĕсемпе производствăра салатсем, варени е урăх консерв продукцийĕ тунă çĕрте усă кураççĕ.

Потребительсен кооперацийĕ аталанни Раççей регионĕсене апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшре Центросоюзăн приоритетлă проекчĕ шутланать. Социаллă миссие пурнăçланă май, Чăвашпотребсоюз аякра тата пĕчĕк ялта пурăнакан çынсене таварсемпе, пулăшусемпе тивĕçтерет. Сăмахран, Элĕк кооператорĕсем хăйсен тата Çĕмĕрле районĕнчи 64 яла тивĕçтереççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисенче 100 çынран та сахал пурă-нать. Ун пек тĕслĕхсем кашни райпорах пур. Кун пек ялсемпе ĕçлеме тăкаклă пулнине пăхмасăр потребкоопераци çынсене куллен кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтерет. Юлашки пилĕк çулта кăна Чăвашпотребсоюз 140 çĕнĕ объект тунă, аталанăва 1,4 млрд тенкĕ инвестици хывнă. Чăвашпотребсоюзăн суту-илỹ сетĕнчи лавккасенче акцисем, йỹнĕпе сутассине йĕркелеççĕ.

Эмелсем хакланассине чарас тесе медицина тата ветеринари аптекисен сетьне йĕркелесе янă. Çакă пĕтĕмпех ял пурнăçне лайăхлатма май парать. Çакăн пек ăнăçлă ĕç ытти потребительсен обществисенче те пулса пырать, вăл шутра Хĕрлĕ Чутай райповĕнче те. Сăмах май, вăл алкогольсĕр сĕткенсем туса кăларассипе, сĕт туянассипе экономика ăмăртăвĕнче республика призерĕ пулчĕ. Потребительсен кооперацийĕн ял хăтлăхĕнчи вырăнне, çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăв- не татса парассинчи тỹпине паян çĕршыв шайĕнче час-часах палăртаççĕ.

Валерий Павлов, Чăвашпотребсоюз ертỹçи тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, тăтăшах Патшалăх Думин комитечĕсен ларăвĕсене хутшăннă, Пĕтĕм Раççейри ял кооператорĕ сен съездĕнче пĕтсе пыракан ялсен шăпи, квалификациллĕ кадрсем çитменни, ялхуçалăхне пулăшу кирли пирки тухса калаçнă. Хăш-пĕр сĕнỹсемпе, тĕслĕхрен, потребкоопераци предприятийĕсене пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕн статусне тавăрассипе, тивĕçлĕ нормативлă документсем йышăннă та ĕнтĕ.

Раççей Центросоюзĕн 2015 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе Чăвашпотребсоюз çĕршыври регионсенчи 76 потребсоюз хушшинче пĕрремĕш тухнă. Элĕк райповĕ вара Центросоюзăн 3 пин потребсоюз обществи хушшинчи ăмăртура мала тухнă. Çакăн пек пысăк хака Чăваш Ен кооператорĕсем инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынăшăн, укçа-тенкĕпе пурлăх никĕсне упранăшăн, ял çыннисене тĕрев панăшăн тивĕçнĕ.

Валерий Павлов сăмахĕ тăрăх, потребительсен кооперацийĕн имиджне ỹстерессине республикăри журналистсем те тỹпе хываççĕ. Нумай çул тухăçлă килĕштерсе ĕçленĕшĕн Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Тăвай районĕсен хаçачĕ-сене Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав сăмахне парса чысланă.

Н.АНТОНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика