АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă, ăмăрту - ака хыççăнхи кану

17 июня 2016 г.

Çутçанталăкăн япăх çанталăк çук теççĕ. Иртнĕ эрнекун çумăр çунине пула хĕрлĕчутайсем кăçалхипе 64-мĕш хут ĕçпе юрă, спорт уявне паллă тума июнĕн 11-мĕшĕнче "Чавал" уçланкăна мар, Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерỹ лапамне пухăнчĕç. Çакăншăн никамăн та кăмăл хуçăлмарĕ, çумăр çунине пурте ырларĕç кăна, мĕншĕн тесен унсăрăн тыр-пул та, пахча çимĕç те ỹстерсе илме çук.

Акатуй кун ир-ирех хĕвел пăхса савăнтарчĕ, çурхи ака-суха хыççăн ывăннă халăха савăнма май туса пачĕ. Çĕнтерỹ лапамĕ кăнтăрла тĕлне халăхпа тулчĕ. Кашни çын харпăр хăй кăмăлне кура уявпа киленчĕ: пĕрисем ĕç çыннисене чысланине тата концерт курчĕç, теприсем райпо ĕçченĕсем хатĕрленĕ шашлăкпа, апат-çимĕçпе сăйланчĕç, виççĕмĕшĕсем спорт вăййисене хутшăнчĕç...

Хĕрлĕчутайсене çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлама сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем: Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕн çĕнтерỹçин, ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн Правлени Председателĕн, Шупашкар хула пуçлăхĕн Леонид Черкесовăн официаллă представителĕ Дмитрий Никоноров, Шупашкарта пурăнакан хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх председателĕ Александр Самылкин, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Петр Ивантаев тата Муркаш, Етĕрне районĕсен администрацийĕсен представителĕсем. Чи малтанах делегаци ял тăрăхĕсен "кил хуçалăхĕсене" курса çаврăнчĕ, кашни ял тăрăхĕ хăнасене юрă-кĕвĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ, чăвашсен апат-çимĕçĕпе сăйлама тăрăшрĕ.

Кĕçех Культура çурчĕ умĕнчи капăр сцена йыхравларĕ. Ĕçпе юрă, спорт уявне пысăк хор чăваш юррипе, хĕрарăмсен ташă ушкăнĕ чăвашсен илемлĕ ташшипе уçрĕç. Унтан уява йĕркелесе ертсе пыракансем, райадминистрацин культура пайĕн ĕçченĕсем - Александр Самсоновпа Алина Михуткина - сумлă хăнасене сăмах пачĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе Михаил Резников министр район çыннисене çуракине лайăх ирттернĕшĕн тав турĕ, тăрăшуллă ĕçченсене правительствăн тата ведомствăсен наградисене парса чысларĕ. М.Резников РФ Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе "Нива" ЯХПК-н тĕп зоотехникне Лидия Крыцована наградăларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне "Свобода" колхозăн выльăх пăхаканĕ Зоя Терентьева, "Нива" ЯХПК-н тĕп агрономĕ Алексей Воронов, район администрацийĕн бухгалтери секторĕн заведующийĕ Марина Николаева тивĕçрĕç.

Агропромышленность комплексне аталантарассине тỹпе хывнăшăн тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Нива" хуçалăхăн бухгалтерĕ Ирина Кудряшова, машинăпа ĕне сăвакан оператор Елена Жукова, Вера Шипеева рабочи, Н.Лисаев хресченпе фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Геннадий Михеев, "Коминтерн" ЯХПК диспетчерĕ Светлана Индейкина, "Свобода" колхозăн машинăпа ĕне сăвакан операторĕ Надежда Иванова ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов та тăрăшуллисене наградăпа хавхалантарчĕ. "Свобода" колхозăн выльăх пăхаканĕ Венера Бурина Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, "Аккозинское" ЯПК-ри ĕне сăвакан Елизавета Кузьмина Тав сăмахне тивĕçрĕç. "Четайское" ТЯО кондитерĕ Екатерина Аргандейкина тата "Питание" ТЯО аслă поварĕ Альбина Пигильдина ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин Хисеп грамотипе Тав çырăвне илчĕç. Çавăн пекех нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине Иккĕмĕш Хурашашри лавкка заведующийĕ Зоя Абрамова, "Четайское" ТЯО кăлпасси цехĕн мастерĕ Елена Глибина, çăкăр завочĕн технологĕ Маргарита Тихонова, райпон аптека пункчĕн заведующийĕ Николай Елизаров, Чăвашпотребсоюзпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн "Аккозинское" хуçалăх директорĕ Алексей Иванов, Атнар тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Кузнецовпа Любовь Кузнецова тивĕçрĕç.

Н.Лисаев фермер хуçалăхĕн тата "Свобода" колхоз тракторисчĕсем Георгий Судаковпа Александр Токарев район пуçлăхĕн Тав сăмахне илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Ĕç ăмăртăвĕсенче мала тухнисем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, вĕсене пурне те район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан хавхалантарчĕç. Механизаторсем хушшинче çаксем палăрчĕç: "Коминтерн" ЯХПК-ри Михаил Матвеев МТЗ тракторпа 278 условнăй эталон гектар, çак хуçалăхри Юрий Татаров Т-150 тракторпа 390 условнăй эталон гектар, "Нива" ЯХПК-ри Владислав Алжейкин гусеницăллă тракторпа 183 условнăй эталон гектар ĕç пурнăçланă. "Коминтерн" хуçалăхри Андрей Андреев урапаллă МТЗ тракторпа 542 гектар çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса мала тухнă. Выльăх пăхакансен иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтернисем те район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕç- рĕç. Вăл шутра - "Коминтерн" ЯХПК-ри машинăпа ĕне сăвакан оператор Галина Сергеева (пĕр фуражлă ĕне пуçне 6751 кг, пĕтĕмпе 354 тонна сĕт сунă), çак хуçалăхри пăру пăхакансем Елена Матвеевапа Мария Князева пĕтĕмпе 30 тонна, Дмитрий Судеркин выльăх пăхакан 33 тонна, Лариса Смалайкина сысна пăхакан 245 тонна ỹт хуштарнă. Светлана Афанасьева сысна пăхакан пĕр ама пуçне 11 çура илме пултарнă.

Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Трапайри сĕт комплексĕн начальникĕ Андрей Данилов та пур. Вăл выльăхсен шутне 109 процент, сĕт суса илессине 101 процент, аш илессине 108 процент таран ỹстернĕ.

"Нива" ЯХПК-ри Лидия Крыцова тĕп зоотехник мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне 104 процент, пăрусем илессине 128 процент таран ỹстерсе мала тухнă.

Акатуйра халăх пултарулăх çитĕ-нĕвĕсене те курма пулать. Çавна май уявра "Ял тăрăхĕн чи лайăх кил хуçалăхĕ" конкурса тата "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчета та пĕтĕмлетрĕç. Смотр-отчетра Штанашри Культура çурчĕн халăх пултарулăх коллективĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - сĕнтĕкçырмисем, виççĕмĕшсем - Тралькассинчи тата Серенкассинчи Культура çурчĕ сен пултарулăх коллективĕсем.

Унсăр пуçне пултарулăха тĕрлĕ номи-нацисенче те хакларĕç. Акатуйри "Чи лайăх кил хуçалăхĕ" конкурсра вара питĕркассисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш - Кив Атикасси ял тăрăхĕ, виççĕмĕш - Тралькасси ял тăрăхĕ. Çĕнтерỹçĕсем пурте Диплома тата хаклă парнене тивĕçрĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика