АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр полк

06 мая 2016 г.

Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн районта "Вилĕмсĕр полк" шестви пулĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăрçăра юн, тылра тар тăкнă ашшĕ-амăшĕн, маçаккăшĕсемпе мамаккăшĕсен, кукамăшĕсемпе кукашшĕсен, пиччĕшĕ-шăллĕсен, аппăшĕ-йăмăкĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утĕç хĕрлĕчутайсем. Çапла туса Çĕнтерỹ паттăрĕсемпе мухтанни, вĕсене манманни пирки пĕлтерĕç.

Шестви 10 сехетре Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм патĕн-чен пуçланать. "Вилĕмсĕр полк" Ленин урамĕпе утса хăпарĕ, Çĕнĕ урам тăрăх утса Çĕнтерỹ лапамĕнче чарăнĕ. Аслă Çĕнтерĕве 71 çул çитнине халалланă савăнăçлă уяв вĕçленнĕ хыççăн каллех Çĕнтерỹ лапамĕ тăрăх утса тухĕ.

"Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансен шучĕ çултан-çул ỹссех пырать. Акă мĕн калаççĕ ун пирки пирĕн районта пурăнакансем:

Раиса Николаевна НИКИТИНА, Туктамăш ялĕ:

- Районта иртнĕ "Вилĕмсĕр полк" акцие эпĕ пĕлтĕр те хутшăнтăм, кăçал та хутшăнасшăн. Эпĕ хамăн аттен, Николай Сергеевич Карковăн (1918-1970 çç.), сăнỹкерчĕкне йăтса утăп. Манăн атте çарта пурĕ çичĕ çул хушши пулнă: 1939-1941 çулсенче - салтакра, унтан вара, вăрçă пуçлансан, тỹрех фронта кайнă. Атте ИЛ-2 самолет çинче борт-инженер пулнă. Польшăри тата Германири хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Аттене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, икĕ хутчен "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. 1945 çулта вăрçăран таврăнсан атте ял Канашĕн-че тата "Октябрь" колхозра вăй хунă. Ача чухне эпир вăрçа хутшăннă аттесен паттăрлăхĕ пирки ăнлансах кайман. Халĕ вара "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнса вĕсем çинчен манса кайма юраманнине пĕлтересшĕн.

Сергей Иванович КУДРЯШОВ, Атнар шкулĕн директорĕ:

- Кăçал "Вилĕмсĕр полк" акцие районти пур шкул та хутшăнать, пирĕн шкултан 60 ача тата педагогсем тухĕç. Хальхи вăхăтра хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ, класс ертỹçисем, историпе технологи вĕрентекенĕсем тата ытти педагогсем ачасене сăнỹкерчĕксем, матери-алсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Вăрçа хутшăннисен сăнỹкерчĕкĕсене эпир 20х30 виçепе (А4 форматлă хут листи пысăкăш) хатĕрлетпĕр. Пĕлтĕр те сăнỹкерчĕксене çак виçепех хатĕрлерĕмĕр. Çĕнтерỹ уявне çынсем хăйсен тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене илсе тухни питĕ лайăх пулăм тесе шухăшлатăп.

Евгений ХОХЛОВ, Питĕркассинчи вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен:

- Майăн 9-мĕшĕнче иртекен "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнса эпĕ мăн асаттесен - Александр Сергеевич Хохловăн тата Иван Иванович Прохоровăн - сăнỹкерчĕкĕсене илсе тухасшăн. Вĕсем иккĕшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă. Александр Хохлов 1905 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă, вăрçа 1942 çулта кайнă, тăшманпа çапăçса Берлина çитнĕ. Мăн асаттене Отечественнăй вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ орденĕ-пе наградăланă. Вăрçă хыççăн Александр Сергеевич колхозра ĕçленĕ. Вăл 1987 çулта вилнĕ. Иван Прохоров 1918 çулта Ваçкаçырминче çуралнă, 1939 çулта салтака кайнă, унтан тỹрех _ вăрçа. Киле 1946 çулта тин таврăннă. Мирлĕ вăхăтра колхозра вăй хунă. Мăн асатте 1989 çулта вилнĕ. Эпĕ хамăн мăн асаттесемпе мухтанатăп!

КĔСКЕ СПРАВКА:

"Вилĕмсĕр полк" - Пĕтĕм Раççейри обществăлла гражданла патриотизм юхăмĕ, ăна 2015 çулта регистрациленĕ. Чи пĕрремĕш хут вăрçа хутшăннă тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсене 2007 çулта йăтса утнă. Унтанпа акцие хутшăнакансен шучĕ ỹссех пынă, пĕлтĕр майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине уявланă кун, "Вилĕмср полк" акцие çĕршывĕпе 12 миллион ытла çын хутшăннă. "Вилĕмсĕр полк" малалла утать. Пирĕн çакна яланах асра тытмалла: урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр тесен çитĕнекен ăрăвăн иртнĕ вăрçă çинчен манмалла мар. Хамăрăн паттăрсене асра тытасси - пирĕн тивĕç! Районта пурăнакансене пурне те майăн 9-мĕшĕнче "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнма чĕнетпĕр!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика