АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хевтесĕррисем патшалăх шучĕпе Крымра канаççĕ

03 декабря 2014 г.

Раççей Правительстви Чăваш Енре пурăнакан инвалидсем хăйсен сывлăхне Хура тинĕс хĕрринчи сывлăх учрежденийĕсенче сиплеччĕр тесе çĕр-шыв хыснинчен 13 миллион ытла тенкĕ уйăрса панă. Патшалăх канма каймалли путевкăна кăна мар, çул укçине те саплаштарать. Çак программăпа килĕшỹллĕн республикăри 329 çын Крымра сипленĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министерстви унти чĕрепе юн тымарĕсен, сывлăш çулĕсен, вар-хырăм, нерв тытăмĕн тата шăмăсен чирĕсенчен сиплекен санаторисене суйланă. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районтан Крымри курортсенче канма икĕ çын килĕшнĕ. Пĕри _ Хĕрлĕ Чутай салинчи Алевтина Ивановна Куличева, тепри _ Тралькассинчи Николай Макарович Ижендеев, иккĕшĕ те виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Паян-ыран вĕсем тăван тăрăха каялла çитме кирлĕ. Путевкăсене вара чылай инвалида сĕннĕ, анчах нумайăшĕ çулĕсене, чир-чĕрне пула вăрăм çула тухма шикленет-мĕн. Пĕтĕмпе вара социаллă хỹтлĕх пайĕнче сывлăх учрежденийĕсене сипленме кайма 55 çын черетре тăрать. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика