АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 160 вырăнлăх ача сачĕ пулĕ

29 ноября 2014 г.

Паянхи куна шкул çулне çитменнисен вĕренỹ учрежденийĕсене 1,5 çултан пуçласа 7 çулчченхи 608 ача çỹрет. Çакă районти асăннă ỹсĕмсенчи мĕн пур ачан 64 проценчĕпе танлашать. Ача сачĕсене çỹреме пуçлама черетре 3 çулчченхи 181 ача тăрать. Районти ача сачĕсенче вырăнсем çитмеççĕ. 2015 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче 160 вырăнлăх çĕнĕ ача садне çĕклесе çак ыйтăва татса парасшăн. Паянхи куна ку объект тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсен экспертизине тăвас ĕçсем вĕçленнĕ. Кунсăр пуçне çитес çул Хусанушкăнчи тĕп шкул тата Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕ çумĕнче пушă пỹлĕмсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн шкул çулне çитмен ачасем валли хушма ушкăнсем уçса 40 вырăн йĕркелесшĕн. Кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса ашшĕ-амăшĕ ачине садике çỹретме черете Интернет урлă та тăма пултарать.

Татьяна УЛЯНДЫ, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика