АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав çĕр ĕçченне!

01 ноября 2014 г.

Мухтав çĕр ĕçченне!

Çĕр ĕçченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçлерĕ. Çавна май кĕçнерни кун ырă йăлана малалла тăсса агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетме районти Культурăпа кану центрне пухăнчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене район ертỹлĕхĕ, депутатсем тата "Чавал" ентешлĕх Канашĕн ертỹçи Александр Самылкин, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, Муркаш район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Елена Иванова, "Ядринмолоко" УАО менеджерĕ Владислав Моляков професси уявĕпе саламларĕç. Агропромышленность комплексĕ район экономикин чи пĕлтерĕшлĕ секторĕ шутланать. Пĕтĕмпе район территорийĕнче 11 ял хуçалăх предприятийĕ, икĕ ял хуçалăх кооперативĕ, 9680 уйрăм хушма хуçалăх, 11 хресченпе фермер хуçалăхĕ вырнаçнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов пĕтĕмĕшле илсен районти çĕр ĕçченĕсемшĕн çулталăк ăнăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Пухăннисене ял хуçалăхĕнчи ĕç пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, ял ĕçченĕсем çут çанталăкпа çыхăннă тата ытти йывăрлăхсене пăхмасăр ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче çитĕнỹсем тунине палăртрĕ. Тăхăр уйăхра вĕсем 114 миллион та 50 пин тенкĕлĕх, иртнĕ çулхинчен 35 миллион тенкĕлĕх ытларах продукци туса сутнине, 27 миллион çурă таса тупăш илме пултарнине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 12 пин ытла тенкĕ илеççĕ, ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 113 процент. Хăш-пĕр хуçалăхсен ĕç укçи калăпăшĕ районăн вăтам шайĕнчен те пысăкрах. Сăмахран, "Коминтерн" хуçалăхра ĕçлекен уйăхне вăтамран 15 пин тенкĕ шалу илет. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕçĕ яланах хисепре. Савăнăçлă мероприятире ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисем, производствăра малта пыракансем яланхи пекех тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн "Свобода" колхозра тĕп бухгалтерта вăй хуракан Алевтина Бромбина, райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх, строительствăпа çул-йĕр пайĕн специалисчĕ Светлана Ильина тивĕçрĕç. ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне "Свобода" колхозăн теп зоотехникĕ Раиса Филиппова илме тивĕçлĕ пулчĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн "Коминтерн" ЯХПК-н Трапайри сĕт комплексĕн ĕçченĕсем Николай Перепелкин рабочипе Александр Сидоров слесарь, "Свобода" колхозри выльăх пăхакан Галина Филиппова, "Нива" ЯХПК-ри ĕне сăвакан оператор Галина Ермаковапа Галина Зайцева кладовщица, Николай Лисаев уйрăм предприниматель-фермер хуçалăх ертỹçи тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн "Четайское" ТЯО-н тĕп бухгалтерне Елена Палейкинана, "Батыревская МТС" ТЯО строительство участокĕн начальникне Александр Цветкова наградăларĕç. "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне вара райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Евгений Шалтайкин, "Батыревская МТС" ТЯО-н тĕп директорĕ Зофер Халитов, Николай Лисаев уйрăм предприниматель тивĕçрĕç. Вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР Муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн Хисеп грамотипе райадминистрацин информаци ресурсĕсен сектор заведующине Федор Вахтерова чысларĕç. Уяв мероприятийĕнче çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем, механизаторсем, выльăх пăхакансем, тыр-пул пухса кĕртекенсем район администрацийĕн Хисеп грамотине тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Вĕсемпе хаçатăн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех паллаштарăпăр. Ял ĕçченĕсене халалланă уяв программи ытти çулхисенчен уйрăлса тăнине палăртас килет. Ăна йĕркелекенсем интереслĕ программăпа савăнтарас тени сисĕнчĕ. Кăçалхи уявра ял ĕçченĕсем юрă-ташă номерĕсемпе пĕрлех Серенкассинчи Культура çурчĕн театр пултарулăх коллективĕн Николай Пономарев çырнă "Ылтăн качака сĕчĕ" спектакльне те курса савăнчĕç. Ял çыннин кулленхи пурнăçне аван çутатакан спектакль хаклă парне вырăннех пулчĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика