АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă педагог

06 октября 2014 г.

Шулю ялĕнче пурăнакан Елена Ивановна Инжебейкина ĕмĕрне Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулпа çыхăнтарнă тесен те йăнăш пулмĕ _ 20 çул ытла тăрăшать вăл учительте. Паянхи кун та ачасем патне васкать, вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрать, шăпăрлансене спорта юратма вĕрентет. Кĕçĕн классемпе ĕçлеме кăмăллать Елена Ивановна. Вăл вĕренекенĕсене кашни ир хăйĕн ăшă куллипе кĕтсе илет, уроксем хыççăн вĕсем килĕсене сывă та таса çитчĕр тесе сĕнỹсем парать. Шулю ялĕ пĕчĕкех мар. Тата ачасем Пĕрремĕш Липовкăран та çỹреççĕ. Асфальт çулпа утма та шикленмелле. Хальхи вăхăтра машинăсем вăраххăн &¸ỹремеççĕ, çил пек вĕçсе иртсе каяççĕ вĕт. Паянхи кун ыйтакан йĕркепе ĕçлеме тăрăшать учитель. Физкультура урокĕсене ертсе пынă май ачасене тăтăшах районта иртекен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарать, хăй те вĕсенчен юлмасть. Ырă тĕслĕх кăтартать Елена Ивановна ачисене. Акă нумаях пулмасть педагог "Наци кросне" хутшăнчĕ, çĕнтерỹçĕсен пьедесталĕ çине хăпарса "кĕмĕле" тивĕçрĕ. А.АЛЕКСЕЕВА.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика