АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнар-и, тăван, пĕрле чух!

11 июня 2014 г.

Савăнар-и, тăван, пĕрле чух!

Июнĕн 8-мĕшĕнче Шулю, Пĕрремĕш Липовка, Мишеркасси, Утаркасси ялĕсенче пурăнакансем ял кунне паллă турĕç. Канмалли кунпа тата Çветтуй Троица уявĕпе пĕр килни унăн сумне самаях хăпартрĕ: ял-йыш аякран килнĕ тус-юлташне, тăван-пĕлĕшне кĕтсе илсе пĕрле савăнчĕ. Асăннă ял çыннисене район пуçлăхĕ Александр Башкиров уявпа саламларĕ. Шулюра кăçал ял уявĕ шкул çумĕнчи стадионта иртрĕ. Сарлака та тỹрем вырăн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллĕ. Çавăнпах кунта юрă-ташă ăстисем, спортсменсем, куракансем, суту-илỹ тăвакансем валли вырăн çителĕклĕ пулчĕ. Шулю, Пĕрремĕш Липовка халăхĕ Ачкасси ял тăрăхĕнчи ытти ялсенчен активлăрах. Ку уявра кăна мар, пуху, лару ирттернĕ чухне те палăрать. Хальхинче те уявран ватти те, вĕтти те юлман. Йышлă халăх хушшинче тĕп хуламăртан килнĕ, çак ялсенчен тухнă ентешсене _ "Чавал" ентешлĕх ертỹçин çумне, "Буревестник" комбинатăн ертỹçине Юрий Кудряшова, Чăваш патшалăх академийĕн юрăпа ташă ансамблĕн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлă хăнасене _ курма пулчĕ. Çветтуй Троица тата ял кунĕ ячĕпе пухăннисене Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Александр Самылкин, унăн çумĕ Юрий Кудряшов саламларĕç. Николай Пономарев ертсе пыракан Серенкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ пысăк концерт кăтартрĕ. Уяв концертне Шулю тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем те хастар хутшăнчĕç. Çав хушăрах спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче вăйĕсене виçрĕç: волейболла, шашкăлла, шахматла вылярĕç, канат туртрĕç. Халăх мĕн каçченех савăнчĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика