АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой ятне тивĕçнĕ, анчах илеймен

08 мая 2014 г.

Иван Лукич АЛМАКАЕВ 1920 çулта вăтам хресчен çемйинче çуралнă. 1929 çулта Туктамăшри шкулта вĕренме пуçланă. Вĕреннĕ хушăрах аппăшĕсемпе пĕрле йĕтем çинче ĕçленĕ, ашшĕ-амăшне пулăшнă. 1940-1941 çулсенче Иван салтакра пулнă. Вăрçă пуçлансан Ивана ашшĕпе амăшĕ ватă тесе тỹрех фронта илсе кайман. 1942 çулта вара унăн та вăрçа кайма ят тухнă. Вăрçă вăхăтĕнче Иван Алмакаев партие кĕме кандидата тăнă. Пĕррехинче шурлăхлă вырăнта тăшман ункине лексен вăл кандидат билетне пурттенкке ăшне пытарнă. Анчах та билечĕ сас паллисене уйăрса илмелле мар йĕпеннĕ. Çапăçу вăхăтĕнче командирĕ вилсен Иван Лукич старшина салтаксене ертсе пырассине хăй çине илет, вĕсене тăшман ункинчен илсе тухать. Хăй вара сулахай уринчен аманать. Çакăн хыççăн Иван Алмакаева Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнине пĕлтереççĕ. Анчах та паллă мар сăлтавсемпе вăл çак ята илеймест. Иван Лукич шутланă тăрăх, сăлтавĕ _ партие кĕмелли кандидат билечĕ юрăхсăра тухнинче. Эвакогоспитальте сывалнă хыççăн 1944 çулта Иван Алмакаева киле янă. Вăл чылай орденпа медале тивĕçнĕ. Мирлĕ вăхăтра Иван Лукич тракторист профессине алла илнĕ, вăрçăра суранланнă ури ыратнине пăхмасăрах колхозра бригадирта, кассир-счетоводра ĕçленĕ. Мария Поляковапа çемье çавăрнă, виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Вăрçă нушине самай тỹснĕ Иван Алмакаев 1978 çулта вилнĕ.

А.АЛМАКАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика