АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул команди район чысне хỹтĕлерĕ

25 октября 2016 г.

Асанкасси вăтам шкулĕнче космос ракети, самолет, тĕрлĕ техника хатĕрĕсен моделĕсене ăсталама кăмăллакан ачасем йышлансах пыраççĕ. Уйрăмах кĕçĕнрех классенче вĕренекенсем пысăк активлăх кăтартаççĕ, хăйсен ăсталăхне, тавракурăмне пĕрмаях ỹстереççĕ.

Çакăн пек ăмăртусене йĕркелекенсем - ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви, хушма пĕлỹ паракан патшалăх автономиллĕ учрежденийĕ, Çарпа патриотла вопитани парас тата граждансене çар хĕсметне хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центрĕ.

Акă, нумаях пулмасть Муркаш рай-онĕнче "Хутçĕленсем" ятпа республика фестивалĕ иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсем шкул ачисен 13-мĕш спартакиади шутне кĕреççĕ. Пирĕн район командинче пĕтĕмпех Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем пулчĕç. Кирилл Белов (5 класс) хăйĕн хутçĕленĕпе пĕрремĕш приза çĕнсе илчĕ. Даниил Маркиданов (4 класс) лаптак хутçĕленпе хăйĕн ушкăнĕнче 6-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Роман Ивановпа Дмитрий Степанов (7 класс) коробкăллă тата çиппе туртса вĕçтерекен хутçĕленсемпе фестивальре 4-мĕш вырăна йышăнма пултарчĕç.

Геннадий Козлов (10 класс) хутçĕленĕн экспериментла моделĕпе 5-мĕш кăтартупа ăмăртăва вĕçлерĕ. Çак фестивале республикăри районсенчен 12 команда хутшăнчĕ. Асанкассисем вара тăваттăмĕш вырăнпа района таврăнчĕç. Республика шайĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăнни те вĕсемшĕн пысăк савăнăç, хавхалану.

В.САЛАЕВ,

кружок ертỹçи.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика