АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Слетри çитĕнỹсем

20 сентября 2016 г.

      Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче Муркаш районĕнчи "Хĕвел" ача-пăча кану лагерĕнче республикăри çамрăк таврапĕлỹçĕсен слечĕ пулса иртрĕ.                                                                                                                                           Унта Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулти "Çамрăк таврапĕлỹçĕ" кружока çỹрекенсем хутшăнма тивĕçрĕç. Ольга Евдокимова, Наташа Андреева, Ирина Шишкалова, Стас Петров, Яша Макаров чăваш халăхĕн "Ĕне ырри" йăли-йĕркине, вăййи-юррисене питĕ ăста кăтартса пачĕç. Тăван ен тата Раççей çĕршывĕн историне, географине пĕлессипе ирттернĕ конкурсра Ольăпа Стаса çитекенни пулмарĕ. Вĕсем чи пысăк балл пуçтараканнисем пулчĕç. Çамрăк тавра-пĕлỹçĕсем этнографи маршручĕ турĕç, туристсен тĕввисене çыхрĕç. Топографи паллисемпе усă курса диктант çырчĕç, авалхи çырулăха тĕпчерĕç, кишĕртен шăхлич туса кăтартрĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç. Сакăр тĕрлĕ конкурсран пиллĕкĕшĕнче Çĕнĕмăратсем малти вырăнсене йышăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Сăмах май, иртнĕ çулхи слетра та пирĕн пултаруллă ачасем 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Малашне те ăнăçусем сунатпăр. Çак çитĕнỹсене тума Т.В.Тихонова тата районти ачасене хушма пĕлỹ паракан центр ертỹçи Н.А. Максимов пулăшса тата ертсе пыраççĕ.                                                                                                                                                                                                                                                                           Т.ТИХОНОВА, вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика