АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын яланах хисепре

04 марта 2016 г.

 Кăçал республикăра Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Йăлмахва ял библиотекинче ялти хисеплĕ çынсемпе тĕл пултăмăр.

Сăмахран, Владимир Васильевич Албутов ĕçре чапа тухнăшăн Ĕç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ, Георгий Анисимович Хораськина "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. Петр Егорович Рыжов - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренỹ ĕçченĕ".

Ял библиотекин библиотекарĕ А.Г.Ефремова, культура ĕçченĕ Р.В.Смирнова ял тăрăхĕнче кăçал йĕркелеме палăртнă мероприятисен планĕпе паллаштарчĕç. Чи малтанах ĕçчен çын яланах хисепре пулни çинче чарăнса тăчĕç. Çамрăксен шăпах вĕсенчен тĕслĕх илмелле, вĕсен пуян опычĕпе паллашмалла.

Кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ пулнă май, пухăннисем пурнăçра кино пысăк вырăн йышăннине палăртса хăварчĕç. Хăйсем тарăн шухăшлă тата пĕлтерĕшлĕ кинофильмсем курни çинчен аса илчĕç.

Çавăн пекех кинора янăракан, янăранă юрăсемпе викторина иртрĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика