АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвна ĕç тупни - чи пысăк телей

19 января 2016 г.

 Чăваш çынни вăй-халпа çыхăннă ĕçе уйрăмах пысăка хунă. Кирек епле ĕçе (профессие) те çăмăл е йывăр тесе хаклама çук. Чи кирли - ĕçе юратса, кăмăлласа тумалла. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна пурнăçлама лайăх, юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телейсенчен пĕри.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн иртнĕ çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. Çак Хушăва алă пусни ырă кăмăл кăна çуратать. Çут тĕнчере ĕç - чи пысăк хуçа. "Ĕç çынни" тесен пирĕншĕн, ялта çитĕннисемшĕн, уй-хир тусанĕллĕ, çăкăр, сĕт шăршиллĕ, ăста алăллисем яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Ял çынни ỹстернĕ çăкăр, пахчаçимĕç - куллен хула çыннин сĕтелĕ çинче. Çак пуянлăха тăвассишĕн çĕр-çĕр çын тар тăкнине асра тытмалла пирĕн. Çĕр ĕçĕ питĕ çăмăл мар, пур çын та ăна пултараймĕ. Çавăнпа та "ылтăн" алăллисен умĕнче пуçа таймалла.

Тăван çĕршыв ĕç çыннисене хисеплени, хаклани вара уйрăмах савăнтарать. Акă, Комсомольски районĕн летопиçĕн пĕр пайне патшалăх наградисене тивĕçнĕ ентешсем валли уйăрнă. Çак пайра ĕçри çитĕнỹсемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ пулса тăнисенчен пуçласа тĕрлĕ орденпа медале, хисеплĕ ятсене тивĕçнисем таранах пичетленĕ. Тĕс-лĕхрен, Социализмла Ĕç Геройĕ ята, "Çурлапа мăлатук" медале илнисем районта иккĕн пулнă. Вĕсем - Леонтий Николаевич Акчуринпа Николай Федорович Миронов.

Социализмлă Совет Республикисен Союзĕн чи пысăк награди Ленин орденĕ пулнă. Ăна, "Википеди" интернет энциклопедие ĕненес пулсан, СССР ĕç тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ 1930 çултах çирĕплетнĕ. Асăннă наградăна ỹсĕмсемпе чăнахах та тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн анчах панă. Ленин орденне тивĕçнисем пирĕн районта - 16-ăн. Паллă тепĕр награда - "Октябрь Революцийĕ" орден. Çак ордена вара Совет патшалăхĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, паттăрлăхпа хастарлăхшăн, тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетнĕшĕн панă. Ăна районти 16 ĕçчен тивĕçнĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 96 çын илнĕ. Тата тепĕр патшалăх награди - "Халăхсен туслăхĕ" орден. Асăннă ордена 5 ентеш тивĕçнĕ. 2 степеньлĕ Ĕç мухтавĕн орденĕпе вара 5 çынна, 3 степеньлĕ Ĕç мухтавĕн орденĕпе 64 ĕçчене наградăланă. Производствăри пысăк çитĕнỹсемшĕн "Хисеп Палли" ордена тивĕçнисем 128-ăн пулнă. "Ĕçри хастарлăхшăн" медале алла илнисем те йышлă. Районти 132 ĕçчене асăннă медальпе наградăланă. Тата тепĕр паллă медаль - "Ĕçре палăрнăшăн". Асăннă медале 158 ĕçчен тивĕçнĕ. Çỹлерех асăннă наградăсене тивĕçнисенчен ытларахăшĕ - ял ĕçченĕсем.

2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май, эпир район хаçатĕнче асăннă темăна тата анлăрах çутатас тĕллевпе "Ĕç çынни" ятарлă рубрика йĕркелес терĕмĕр. Унта тĕрлĕ профессире тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартăпăр, хăй вăхăтĕнче ĕçлесе чапа тухнă, пысăк наградăсене тивĕçнĕ ĕçченсен пуян опычĕпе, ăсталăхĕпе паллаштарăпăр. Иртни каялла таврăнмасть. Анчах иртни малашнехи пурнăçа лайăхрах, тĕрĕсрех тума пулăшать теççĕ. Çавăнпа та хальхи ăрăвăн вĕсенчен вĕренмелли, ăша хывмалли пурах. Пирĕн çĕнĕ рубрикăна хатĕрлес ĕçе вулаканăмăрсем те хастар хутшăнасса шанас килет. Ĕçпе чапа тухнисем, хисеплĕ ятсене тивĕçнисем, интереслĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксене хаваспах йышăнатпăр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика