АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене тỹлевпе тивĕçтереççĕ, саламлаççĕ

30 апреля 2015 г.

Кĕçех Çĕнтерỹ кунĕ çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа 25 пине яхăн вăрçă ветеранĕ Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене тата пĕр хут тỹлев илĕç. Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе вăрçă ветеранĕсене тỹлевпе тивĕçтерме палăртнă. Республикăра ку ĕçе мĕнле йĕркеленĕ?

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн февралĕн 26-мĕшĕнчи 100-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ветерансене пĕр хут укçа тỹлевĕ пама йышăннă.

Укçа-тенкĕне банксене куçарса панă ĕнтĕ. Банкра пенси илекенсем тỹлеве кайса илме пултараççĕ. Почта урлă илекенсем тỹлеве пенсипе пĕрле илеççĕ. Военкомат, шалти ĕçсен министерстви, прокуратура тата ытти çар пенсионерĕсем тỹлеве хăйсен ведомстви урлă илеççĕ.

- Ку тỹлеве камсем илме тивĕç?

- Указпа килĕшỹллĕн 7 пин тенкĕ илме Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем тивĕç - республикăра вĕсем 1,5 пин çын. Çавăн пек виçепех 5,6 пин вăрçăра е кайран вилнĕ вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсемпе упăшкисем тата "Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна" паллăпа наградăланă 50 ветеран илет. Концлагерьсен узникĕсен тỹлев виçи тĕрлĕрен - çул çитмен çамрăк узник пулнисен тỹлев 7 пин тенкĕпе танлашать, çул çитнисен - 3 пин тенкĕпе. Республикăра çул çитмен узник пулнă çын шучĕ 81, çул çитнĕ узник пулнă çын пĕрре.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем е вăрçă вăхăтĕнче тылра 6 уйăхран кая мар ĕçленисем 3 пин тенкĕ илме тивĕç. Республикăра тыл ĕçченĕсем 16,8 пин çын.

- Енчен те çын тыл ĕçченĕ те, вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ те пулсан вăл мĕнле тỹлев илме тивĕç?

- Ветеранăн икĕ йĕркепе тỹлев илме ирĕк пур пулсан, ăна чи тупăшлă виçепе заявленисĕрех Пенси фондĕнчи документсене тĕпе хурса суйласа илсе тỹлеççĕ.

Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те ветеран тỹлеве илме ирĕк паракан удостоверенине Пенси фондне çитермен пулсан, çитес вăхăтра кайса пама сĕнетпĕр - ăна списока кĕртсе тỹлевпе тивĕçтерĕпĕр. Уйрăмах ку нумаях пулмасть вилнĕ вăрçă участникĕсен арă-мĕсене пырса тивет.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене Пенси фончĕ мĕнле тỹлевсемпе тивĕçтерет?

- Патшалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсен тупăшне ỹстерессине пысăк вырăна хурать. Саккунпа килĕшỹллĕн вĕсем икĕ пенси илеççĕ - страховани тата патшалăх пенсийĕ. Кăçал февральтен страховани пенсийĕсене 11,4 процент тата апрель уйăхĕнчен патшалăх пенсийĕсене 10,3 процент ỹстернĕ хыççăн вĕсен икĕ пенсийĕн вăтам виçи 28,7 пин тенке çитрĕ.

Унсăр пуçне вăрçă ветеранĕсем федераллă çăмăллăх илекенсем шутланаççĕ. Вĕсене тỹлекен уйăхри укçа апрельтен 5,5 процент ỹснĕ хыççăн 3551 тенкĕпе танлашрĕ, социаллă пулăшăвăн пуххин виçи 930 тенке çитрĕ.

Тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене 2005 çултанпа 1 пин тенкĕ хушма тỹлевпе тивĕçтеретпĕр.

- Ветерансене Раççей Президенчĕн саламлă çырă-вĕсене çитерессине мĕнле йĕркеленĕ?

- Эпир пĕтĕм Раççейри ветерансем çинчен информаци базин республикăри сегментне актуаллă тытса тăратпăр. Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлă çыру хатĕрлеме информацине кашни çулах Раççей Президенчĕн администрацине ярса паратпăр. Кăçал пирĕн республикăра 25 пине яхăн ветеран уяв ячĕпе салам илĕ. Çырусене хатĕрлесе республикăна илсе килнĕ ĕнтĕ - майăн 2-мĕшĕнчен вĕсене Раççей почти çитерме тытăнать. Кашни саламлă çыру ветеран патне çитмелле.

Эпĕ Раççей Пенси фончĕн ячĕпе ветерансене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлатăп! Вĕсене сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатăп!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика