АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсене - пулăшу

08 апреля 2015 г.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитнĕ тĕле, юбилей уявĕпе ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пĕр хутчен паракан тỹлевпе тивĕçтереççĕ. Районти 695 ветеран çак пулăшăва тивĕçет.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2015 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнчи 100№-лĕ Указĕпе килĕшỹллĕн пĕр хутчен паракан тỹлеве асăннă категорири çынсем илме пултараççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, "Ленинград блокадинче пулнăшăн" паллăна тивĕçнисене, вăрçă вăхăтĕнче фашистсен концлагерĕсенче, урăх çĕрте ирĕксĕрлесе тытнă çул çитмен çамрăксене, Финлянди, Япони тата Аслă Отечественнăй вăрçăсенче пуçне хунă салтаксен мăшăрĕсене, ĕçпе вăрçă участникĕсемпе инвалидсен тăлăх арăмĕсене 7000 тенкĕ параççĕ. Тыл ĕçченĕсене, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале илме тивĕçнисене, нацистсен концлагерĕсен, тĕрмесен узникĕсене 3-шер пин тенкĕ тỹлеççĕ. Пĕр хутчен паракан укçа-тенке илме ятарлă документсем кирлĕ мар. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ ăна пенсипе пĕрле куçарса парать.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика