АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульсĕр аса илме çук

04 апреля 2015 г.

 Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Йăлмахва ял библиотекинче "Куççульсĕр аса илме çук" мероприяти иртрĕ.

Уява вăрçă тата тыл ветеранĕсем пуçтарăнчĕç. Йăлмахва ялĕнчен вăрçă хирне 93 çын кайнă, каялла 31-шĕ кăна таврăнайнă. Паянхи куна вара Василий Николаевич Чаржов кăна пурăнать.

Уявра тыл ветеранĕсене юбилей медалĕсем парса хисеп турĕç. Йăлмахва ялĕнче çак медале тивĕçлĕ 17 ветеран пурăнать.

Уяв программине Р.Смирнова тата А.Ефремова вăрçăн йывăр çулĕсене тата ырми-канми ĕçленĕ тыл ветеранĕсене халалларĕç.

Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин кашнин кăкăрĕ çине медаль çакса ячĕ, пуç тайса ăшă сăмахсем каларĕ. Салам сăмахĕсемпе ветерансен совечĕн ертỹçи З.Н.Григорьева тата ветеран-вĕрентекен Л.М. Абусева тухса калаçрĕç. Л.М. Абусевăн "Асаилỹ" сăввине итленĕ чух пурин те куçĕсем шывланчĕç. Тыл ветеранĕсем ашшĕсем вăрçа кайнине аса илчĕç. Вăрçă çинчен янранă юрăсем, сăвăсем ватă çынсен чунĕсене тыткăнларĕç, вĕсен чĕрине пырса тивсе аса илỹсене вăратрĕç.

Ветерансем уява çавра сĕтел хушшинче тăсрĕç. Вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăтсене аса илчĕç, юрăсем юрларĕç.

"Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăр, яланах ăшă хĕвел пăхтăр, ачасен ачисем эпир курнине нихăçан та ан курччăр", - терĕç вĕсем килĕсене саланнă май.

А.ЕФРЕМОВА, библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика