АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир унпа мухтанатпăр, савăнатпăр

14 марта 2015 г.

 Нумаях пулмасть 5-мĕш класс ачисемпе Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕпе Николай Дмитриевич Красновпа тĕл пултăмăр. Унăн кун-çулĕпе кăсăклантăмăр, вăрçă вăхăтне аса илнине тимлĕ итлерĕмĕр.

Н.Д.Краснов 1924 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Çемйи питĕ пысăк пулнă - 6 ача. Революци хыççăн вĕсен çемйине кулак тесе айăпланă. "Килти тыр-пула, лашапа тиесе тухса кайрĕç", - аса илет ветеран.

- Темĕнле йывăр пулсан та шкула çỹренĕ. Ялта Николай Яковлевич Мурнаевсен 5 стеналлă, крыльцаллă пысăк çу-тĕнче шкул уçнăччĕ. Çăпата сырса, тĕртнĕ кĕпе-йĕмпе шкула çỹреттĕмĕр. Шкулта математика предметне килĕштереттĕм. Ачасене задачăсем шутласа панă, вĕсем мана çăкăр татăкĕ паратчĕç. Шкул хыççăн атте-аннене пулăшнă. Пирĕн çурт хыçĕнче кантăр ани пурччĕ. Эпир вара, ачасем, кантăр çапма, кĕлте пуçтарма тухаттăмăр. Ялти шкулта 4 çул вĕреннĕ хыççăн Кивĕ Сĕнтĕре тата 3 çул çỹрерĕм. Хĕлле йĕлтĕрпе каяттăмăр. Йĕлтĕрсене те хамăр тунă. Шкулта эпĕ спортпа туслă пулнă. Кивĕ Сĕнтĕрти шкула пĕтернĕ хыççăн Николай Курицынпа Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕтĕмĕр. Патăрьелне çитме 25 çухрăмччĕ, çул çинче кашкăрсем те тĕл пулатчĕç. Эпир вара ял çывăхĕнчи çил арманĕсем патĕнче кĕлтесем пуçтарса шăрпăк чĕртсе чупаттăмăр. Аташса Йăлмахвана та пĕрре мар пырса тухнă.

1941 çулта вăрçă пуçланчĕ, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илме ĕлкĕреймерĕмĕр. Нимĕçсем Мускава çитме пуçланă тесе пире Улатăр районне, Сăр шывĕ хĕррине, ĕçлеме илсе кайрĕç. Çимелли пĕтсе çитсен çуран киле таврăнтăмăр, анчах та хамăр ĕçе пĕтерейменнипе колхозран бригада йĕркелесех кайрăмăр. Унта çурма çĕр пỹртсенче пурăнтăмăр. Кăмаки пурччĕ, вутă çукчĕ, чăлхасене те çунтарнине астăватăп.

1942 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче эпĕ, Терентий Читнаев, Николай Макаров вăрçа тухса кайрăмăр.

Канаш хулинче пире поезд çине лартрĕç, Пермь облаçне çитсен вăрманта çĕр пỹртсенче пурăнтăмăр. Пире 45 мм пушкăсенчен пеме вĕрентрĕç. Апат начарччĕ. Пĕр консерва банки чухлĕ яшка, пĕр кашăк пăтă паратчĕç. Пĕр çăкăра вуниккĕн пайласа çиеттĕмĕр. Т.Читнаева Инçет Хĕвелтухăçне илсе кайрĕç. Февраль уйăхĕнче Канашра пурăнакан Полина аппана çыру çыртăм. Çăкăр пĕçерсе хурăр, Канаш станцийĕ урлă иртсе кайнă чух парса ярăн тесе. Поезд чарăнсан чăнах та виçĕ салтакпа çăкăра кайса илтĕмĕр. Унтан Мускава çитрĕмĕр. Çитсенех мунча кĕртрĕç. Малалла Курск пĕкки еннелле илсе кайрĕç. Каторна станцийĕнче нимĕçсем пенине илтсен чĕресем шарт сикрĕç. Ăçта килнĕ унта вилнĕ çынсем, лашасем, йăваннă тырă миххисем выртаççĕ. Курск облаçĕнче пире тĕрме пулнă çурта вырнаçтарчĕç. Манăн çăм чăлха тата ботинка (английский) пурччĕ. Вĕсене сутса çăкăр туянтăм. Обоян хулине çул тытрăмăр.

Курск пĕккине çитсен эпĕ 6-мĕш танк бригадине лекрĕм. 1943 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче мана амантрĕç. Кувандых хулинчи госпитале лекрĕм. 2-3 уйăх сипленнĕ хыççăн каллех вăрçа кĕтĕм. Фронтра нумай салтакпа туслашрăм. Рязань хули салтакĕ, Анашкин пире пушкăсене пытарма, сыхлама вĕрентетчĕ. Литвинов юлташ тăванĕсем патне çыру çырма ыйтатчĕ. Виç кĕтеслĕ çыру çине адресĕсене çырса параттăм. Вăрçă хирĕнче пĕр танка сỹнтернине питĕ лайăх астăватăп. Нимĕçсен 2 танкне пĕтертĕмĕр, нимĕç танкне тĕп тунăшăн вăрçă хыççăн атте ячĕпе 720 тенкĕ укçа килчĕ.

1944 çулхи февральте мана Одессăри çар округĕнчи Николаев хулине телеграфа вĕренме ячĕç. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн, ир те каç та кирлĕ документсене ярса илсе тăтăм.

Манăн юлташ Калининченко пурччĕ, вăл Одессăранччĕ. Унпа вăрçă хыççăн та тĕл пултăм.

Пушăрах вăхăтра пулă тытма çỹреттĕмĕр. Аслă çĕнтерỹ хыççăн пирĕн чаçе салатрĕç, вунă куна киле ячĕç.

Тăван яла таврăннă чух вăрман хĕрринче пыратăп, инçех мар уй-хирте хĕрарăмсем пăрçа пуçтараççĕ. Марье инке манран ыйтать.

- Эс камсен пулатăн-ха? - тет. Палласа илнĕ хыççăн мана фермăна илсе кĕчĕç. Сĕт ĕçтерчĕç. Тăван килте кунсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Вунă кун хыççăн службăна таврăнтăм, 1947 çулччен пултăм. Яла таврăнсан Комсомольскинче телеграфистра ĕçлерĕм. 1953-1955 çулсенче Канашри учительсен институтĕнче вĕрентĕм. 1955 çулта ялти шкулта ачасене вĕрентме тытăнтăм. Пĕр вăхăт Аслă Чурачăк, Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕсенче ĕçлерĕм. 1960 çултан Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче тăрăшрăм. Шкулта ачасемпе питĕ çывăхчĕ. Физика предметне килĕштерекенсем те нумайччĕ. Кружок йĕркелерĕмĕр. Г.П.Петрова йăмра çине хăпарса радио валли антенна çакнине астăватăп. 1969-1984 çулсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕнче тăрăшрăм. Çĕнĕ шкул тăвас енĕпе те нумай ĕçленĕ. Халăх пулăшнипе çĕнĕ шкул туса лартрăмăр. Çак ĕçренех эпĕ тивĕçлĕ канăва тухрăм. Анчах та шкула манмастăп. Час-часах ачасемпе тĕл пулатăп,- вĕçлерĕ фронтовик хăйĕн сăмахне.

Халĕ ветеран пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ 2013 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем час-часах килсе çỹреççĕ, пулăшса тăраççĕ. Николай Дмитриевич 90 тултарса 91 çула кайнă. Вăл пирĕн ялта пурăнакан пĕртен-пĕр ветеран. Эпир унпа мухтанатпăр, савăнатпăр. Унран тĕслĕх илетпĕр.

О.СОРОКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика