АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт сасси янăрать тĕнчере

31 января 2015 г.

     2015 çула Чăваш Республикинче вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн авторне Константин Иванова халалланă. "К.В.Иванов ячĕ - чăваш историйĕнче вăхăт та тĕксĕмлетеймен ят. Кĕçтенттин ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çуталса тăрĕ, ăна пурте таса чунпа аслă вĕрентекен вырăнне хурса хаклĕç. "Нарспи" вăл чăваш поэзи çĕршывĕн çăл куçĕ, унăн симне тутанса пăхакан вăй илет, çĕнĕрен çамрăкланать", - тенĕ Геннадий Волков профессор, этнопедагог. 2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тăван çĕршыв тата тĕнче культурине питĕ пысăк тỹпе хывнă поэт çуралнăранпа 125 çул çитет. Ун ятне, пултарулăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси тата малалла тăсасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри.

    Историне Константин Иванов çавăн пекех драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ỹнерçĕ тата чăваш литературине пуçарса яраканĕ пек кĕрсе юлнă. Асанкасси ял библиотекинче чăваш литературин классикне халалласа "Поэт сасси янăрать тĕнчере" ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Куравра поэт кун-çулне, пултарулăхне, ун çинчен аса илнисене çутатса паракан кĕнекесемпе статьясем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Тĕрлĕ çулсенче тата тĕрлĕ чĕлхепе пичетленсе тухнă "Нарспи" поэма, çырнисен пуххи, ытти хайлавсем те вулакансене кăсăклантарĕç. Вулакансене ял библиотекине çитсе кĕнеке выставкипе паллашма чĕнетпĕр.

                                                                                                                                                                                                                                   Н.КОЗЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика