АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну вахтинче

25 апреля 2017 г.

Асăну вахтинче

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта старт илнĕ “Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой” акци. Ачасем ялав умĕнчи хисеплĕ вахтăра тăнă вăхăтра “Священная война” юрă янăранă. Шкулта тĕрлĕ патриотла мероприяти йĕркеленĕ асăну вахтине халалласа. Апрелĕн 20-мĕшĕнче Çĕнтерÿ ялавне Тăрмăша илсе çитернĕ. Асра юлмалли линейка иртнĕ çав ятпа ялти шкулта. Вăрçă çинчен чуна пырса тивмелле сăвăсем каланă, юрăсем юрланă ачасем. Ун хыççăн ялав умĕнчи хурала Элпуçĕ-нчи вăтам шкулта вĕренекенсем йышăннă. Çĕнтерÿ ялавне илсе кĕнĕ чух коридорта Раççей гимнĕ янăранă. Акцие хутшăнакансем вăрçă паттăрĕсене асăнса шăплăх минутĕнче тăнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен сăввисемпе Çĕнтерÿ ялавĕн историне куç умне кăларнă. Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Елена Гаврилова совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерсе хăйĕн паттăрлăхне, пĕрлĕхне кăтартнине палăртнă.
“Эпир - Аслă Çĕнтерÿ тăхташĕсем” девизпа иртекен хурала чи малтанах çамрăк армеецсен “Зарница” уйрăмĕн активисчĕ-сем, вĕренÿ отличникĕсем, предметсен олимпиадисемпе пултарулăх конкурсĕсен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем тăнă.
Иртнĕ эрнекун акци Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче тăсăлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика