АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатпа çыхăннă асаилỹсем

17 февраля 2015 г.

 1957 çулта октябрь уйăхĕ вĕçленеспе пулнăччĕ-ха ку. Эпир шкул ачисем класс ертỹçи ертсе пынипе уроксем хыççăн Тимур командипе ялти пĕр ватă çемьене пулăшма кайрăмăр. Çакăн çинчен класс ертỹçи К.Неофитова мана хаçата заметка çырса яма сĕнỹ пачĕ. Çырнă заметкăна вуласа тишкерсе тухсан, вăл мана Тăвайне хаçат редакцине çитерсе пама ырă сунса ăсатса ячĕ.

Акă умра икĕ хутлă йывăç çурт. Именсе кăна редакци алăкне уçса кĕтĕм. Чи малтанах мана икĕ сотрудник кĕтсе илчĕ. Хăйсемпе паллаштарчĕç: пĕри Г.М.Матвеев редактор, иккĕмĕшĕ Ураскасси çынни А.Н.Николаев ответлă секретарь пулчĕç. Вĕсем манăн заметкăна алла илсе вуласа тухрĕç. Ăçта кирлĕ унта тỹрлетрĕç. Ырă сĕнỹсем пачĕç. Çапла пуçласа паллашрăм хаçат ĕçченĕсемпе.

Вĕсем мана малашне татах çырса тăма ырă сунчĕç. А.Николаев вара пĕчĕк "экскурси" ирттерчĕ. Ун чухне типографи хальхи 16 хваттерлĕ кивĕ çуртра -пасар вырăнĕнче вырнаçнăччĕ. Ун умĕнче лутра йывăçсем ỹсетчĕç. Эпĕ халиччен курман пĕчĕк техникăна алă вăйĕпе çавăратчĕç. Акă мĕнле çапăнса тухать иккен пирĕн район хаçачĕ "Ленинец" тесе питĕ тĕлĕнтĕм ун чухне (халĕ ăна пухса çĕнĕ технологипе пичетлеççĕ). Чылай вăхăт ăнлантарса çỹрерĕ мана А.Николаев. Унтан ăнăçу сунса киле ăсатрĕ. Чăн та, тепĕр кунне ман пĕчĕк çеç заметка виççĕмĕш страницăра çапăнса тухрĕ. Епле хĕпĕртерĕм çавăншăн, манпа пĕрле К.Неофитова та савăнчĕ. Çавăнтанпа çыхăну татăлмарĕ хаçатпа.

Кайран, 1966 çулхи апрельтен, "Ял ĕçченĕ" ятпа тухса тăчĕ район хаçачĕ, халĕ те çав ятпах вулакансем патне çитет.

Вăхăт иртнĕ май эпĕ астăвасса хаçат редакторĕсем мĕн пурĕ тăхăр çын пулнă. Редакторта чи нумай вăхăт хушши Кивĕ Пуянкасси ял çынни Геннадий Васильевич Соловьев ĕçленĕ. 25 çул тăрăшнă вăл редакторта.

Н.А.Кадикин (1954_1955, 1968_1975), Г.М.Матвеев Вăрмар районĕнчи Тикаш çынни (1955_1961), В.Я.Яковлев (1961_1962), А.И.Смирнов (1975_1979), А.П.Павлов (1980_1981), Г.В.Соловьев (1981_2006), О.И.Сергеева (2006_2007 çулсенче) хаçат редакторĕнче тăрăшнă, Л.В.Якку вара 2007 çултан пуçласа паянхи кунччен хаçат пуçĕнче.

Хаçата лайăхлатассишĕн, района аталантарассишĕн редакци ветеранĕсем чылай вăй хунă: Аслă вăрçă участникĕ А.Н.Николаев яваплă секретарь, В.И.Илларионов сотрудникрен редактор çумĕ таран ỹснĕ. И.И.Соловьев - 42 çула яхăн, И.И.Гладков - 42 çул, Р.В.Шумова - 34 çул, А.А.Тимофеева-Никитина - 29 çул, В.В.Никитин 29 çул ытла, Т.Г.Егорова - 36 çул, М.П.Семенова - 28 çул.

Сарăмсăр татăлчĕ А.Р.Романовăн пурнăçĕ. Вăл пĕр вăхăт хушши парти райкомĕн инструкторĕ пулса та ĕçленĕччĕ. Çавăн пекех Хучель çынни Н.Н.Николаев пурччĕ. Кивĕ Пуянкасси çынни И.Г.Григорьев редактор çумĕ пулса тата ял хуçалăх пайĕн ертỹçинче мĕн пенсие тухичченех тăрăшрĕ, кайран та кăштах ĕçлерĕ.

Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕсем районĕпе 9 çын. Вĕсенчен В.В.Чайкин тата Л.К.Павлова чылайранпа ĕнтĕ хаçата тĕрлĕ информацисемпе пуянлатаççĕ. Тав вĕсене.

Тепĕр чухне уявсемпе канмалли кунсенче те сотовăй телефонпа шăнкăравласа Р.В.Шумована, И.И.Гладкова ĕç вырăнĕнче тытма пулать. Вĕсем канма та пĕлмеççĕ тейĕн, шăматкунпа вырсарникун та час-часах ĕç вырăнĕнче. Пĕрремĕшĕ отчет вăхăчĕ çитсе пынăран ĕçре е материалсене ăçта вырнаçтарас пирки шухăшлать пулĕ, иккĕмĕшĕ вара канмалли кунсенче те фермăсемпе уйсене çитет, информаци материалĕсене пичете йĕркелет, е ялсенчен ярса панă хыпарсене якатса кун çути кăтартма тимлет...

Ыттисем те вăхăта шеллемесĕр ĕçлеççĕ.

Вулакансем, "Ял ĕçченĕ" хаçата çултан çул çырăнса илекенсем, хаçат тусĕсем. Юратнă хаçатăмăр "Ял ĕçченĕ" тухма пуçлани 80 çул çитнĕ ятпа пурне те ăшшăн саламлама ирĕк парсамăр, ялан юратнă хаçатпа туслă пулăр.

Ф.ПЕТРОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика