АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтăр çул çыхăнура

17 февраля 2015 г.

Вăтăр çул çыхăнура

Петр Алексеевич Никифоров - Ураскассинче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. 32 çул Элпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ".

Хаçатăн ответлă секретарĕ "Ял ĕçченĕн" 80 çулхи юбилейĕ умĕн чи хастар обществăлла корреспондентпа П.А.Никифоровпа тĕл пулса калаçнă.

-Петр Алексеевич, мĕнле вырăн йышăнать сирĕн пурнăçра хаçат?

-Чун апачĕ пекех. Çимесĕр, вуламасăр пурăнаймастăп. Апатланнă чух та алăра хаçат манăн. Мĕн пĕчĕкрен çапла. Хаçат вуламан кунсем питĕ сайра пулаççĕ. Тăвайне е Канаша кайсан чи малтан хаçат-журнал киоскĕ патне пыратăп. 3_4 тĕрлине туянатăп. Килте вара вĕсене киленсех вулатăп.

-Çырăнса илместĕр-им?

Çырăнатăп. "Ял ĕçченĕ", "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Тăван Атăл", "Салам" килех килсе тăраççĕ.

-Малтан хăшне алла илетĕр?

-"Ял ĕçченне", паллах. Кашни страницине, кашни заметка-статьянах вулатăп, пĕрне те сиктерсе хăвармастăп.

-Мĕн килĕшет хаçатра?

Район хыпарĕсемпе туллин паллаштарни. Ку тĕлĕшпе хаçат аван ĕçлесе пырать. Кашни номертех Тăвай енре пулса иртекен ĕç-пуçа тĕплĕн çутатса парать. Кунсăр пуçне тĕрлĕ статьясене, паллă çынсем çинчен çырнă очерксене кăсăкланса вулатăп. Юлашки вăхăтра сĕнỹ-канаш чылай пичетленет. Ку та лайăх.

-Хăвăр та çыратăр, тĕрлĕ тема хускататăр. Чуна çывăххи хăшĕ?

Вĕрентекен пулнă май, паллах, шкул темипе ытларах çыратăп. "Ешĕл хунав" кружока çỹрекенсене те хаçат ĕçне явăçтарма тăрăшатăп. Культура ыйтăвĕпе те чылай çырнă. Уйрăмах Ураскасси халăх театрĕнче ĕçленĕ вăхăтра. Ялти сумлă çынсем çинчен пысăках мар очерксем те хайларăм. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул, Шупашкар 550 çул тултарас умĕн "Чăваш çĕршывĕ - Шупашкар" ярăмпа тĕрленчĕксем хатĕрлесе пыратăп.

-Петр Алексеевич, хаçат тата интереслĕрех тухтăр тесен мĕн сĕннĕ пулăттăр?

-Çивĕч материалсем ытларах пичетлемелле.

-Хăвăрăн çырас шухăш çук-и?

-Çыратăп хушăран. Пĕр икĕ çул каялла пичетленнĕ "Шкула каяс килет-и?", "Ачасем мĕншĕн вуламаççĕ?" статьясем самаях калаçтарнăччĕ. Кăçал та çырса панăччĕ те - теме пула кун çути кураймарĕ...

-Пирĕн хаçат 80 çул тултарать, Сирĕн унпа çыхăну хăçан пуçланчĕ?

-30 çул каяллах. Клубра "Туй икерчи" спектакль лартнăччĕ. Çавăн çинчен заметка çырса янăччĕ, кайран татах... Мĕн çырни пичетленсех пыни малалла та хавхалантарчĕ.

-Мĕн суннă пулăттăр хаçатçăсене?

-Юратнă хаçатăмăра вăрăм та тумхахсăр кун-çул, ăнăçу сунатăп. Вулакансен йышĕ ỹссех пытăр. Пичетре тăрăшакансене çăмăл мар ĕçре тата пысăкрах çитĕнỹсем тума сĕнесшĕн.

Р.ШУМОВА калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика