АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература çулталăкĕ ăнăçу кỹтĕр

17 февраля 2015 г.

 "Ял ĕçченĕ" хаçатăн 80 çулхи историйĕ - Тăвай ен кун-çулĕ, районта пурăнакансен ĕçĕсенчи ỹсĕмсем, кулленхи ĕмĕт-тĕллевĕсем. Пирĕн район хаçачĕ кун кăтартакан статьясем ытларах çынсен хавхаланăвне, вĕсен савнăçне сăнарлаççĕ.

Çул хыççăн çул иртнĕ май Тăвай районĕн хаçачĕн содержанийĕ пуянлансах пырать. Вун-вун çул каяллахи пекех "Ял ĕçченĕ" районти, республикăри, çĕршыври пулăмсем пирки пĕлтерекен тĕп çăл куçсенчен пĕри шутланать.

"Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2015 çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре çак çула Константин Васильевич Ивановăн, хальхи чăваш литературине никĕслекенĕн, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Унăн хайлавĕсем этеме, тăван çĕре, чăваш халăхĕн авалхи йăлисемпе пурнăç йĕркине, унăн культурине чунтан юратса хисеплемеллине ăса хывма вĕрентеççĕ. Пирĕн пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр, Тăван çĕршывпа мăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хамăрăн мăн асаттемĕрсем пекех паттăррăн хỹтĕлеме пултарччăр тесен пирĕн çав улшăнми хаклăхсене килес ăрусем валли сыхласа хăвармалла", - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура.

Пирĕн районти "Ял ĕçченĕ" хаçат та чăваш халăхĕн ырă шухăш-кăмăлне, асăннă тĕллевĕсене ăруран-ăрăва куçарса пырассишĕн тимлет те.

Елена Фомина, сăвăç:

-Эпĕ Нỹшкасси ялĕнче пурăнатăп, тивĕçлĕ канура. "Ял ĕçченĕ" хаçата чылайранпа чи малтан çырăнатăп. "Хаçатсăр пурăнма пултараймастăп", - тесен те йăнăш мар. Унăн страницисенче хамăн сăввăмсене пичетлесен чунтан савăнатăп. Йĕрке хыççăн йĕрке пысăк хавхаланупа çырăнать вара тепĕр сăвă. Пичет ветеранĕ, хисеплĕ Иван Иванович Соловьев пулăшнипе, чунра çунат сарнă сăвăсене пухса, кĕнеке кăларма май килчĕ. "Кăмăлăма ярам ирĕке" ятлă вăл. Чылай вулакан ырă сăмах каларĕ ун пирки. Самантпа усă курса район хаçатне 80 çул тултарнă ятпа саламлатăп, журналистсене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунатăп. "Çырăнăр, "Ял ĕçченне" сăввăмри йĕркесемпе вĕçлес килет сăмахăма: "Култарать, хумхантарать. Тепĕр чух шутлаттарать. Тăвай ен çыннисене унта куратăп. Ĕненетĕп чĕререн, çырăнатăп çулсерен. Ма тесессĕн хаçатпа телей тупатăп".

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба коллективĕ.

-Эпир, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра тăрăшакансем, "Ял ĕçченĕпе" тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, хаçата 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр. Паянхи кунччен 10071 номер тухнă вăл. Мĕн чухлĕ вăй, хавхалану кирлĕ пулнă çак ĕçе тума?!

Журналистсем малашне те çапла тухăçлă ĕçлеччĕр. Творчествăлла ỹсĕмсем татах пулччăр сирĕн, телейлĕ, юратуллă, çирĕп сывлăхлă пулăр.

А.Ефимов, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ.

-Хамăн шăпана тăван çĕрпе çыхăнтарнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Çĕр ĕçĕпе тыр-пул туса илессине наука никĕсĕ çинче йĕркелеме тăрăшнă. Сăнавсем тăваттăмăр. Наука тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ çĕр ĕç системи, тĕрĕс йĕркеленĕ пусă çаврăнăшĕ, сортлă вăрлăхсем, органикăллă тата минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана хỹтĕлекен хатĕрсемпе анлăн та пĕлсе усă курни -çаксем пурте тухăç илессине, производство эффективлăхне ỹстерме май паратчĕç.

Программăланă тухăçăн мелĕсемпе майĕсем çинчен "Ял ĕçченĕ" хаçата çырса яраттăм. Ытти хуçалăхсенчи агрономсем те шăнкăравлатчĕç вара, материал пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса. Халĕ вара çĕр ĕçĕпе экономика, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе материалсем кун çути кураççĕ. Шухăшăмсене вырăнти пичет кăларăмĕсенче пичетлени хавха кỹрет. "Тырă пусси хумханать" ятлă кĕнеке те кун кăтартма май килчĕ çапла темиçе çул каялла.

"Ял ĕçченĕ" 80 çул тултарать, манран тăватă çул кăна аслăрах вăл. "Хаклă тăванăм, тата нумай çул пурăнмалла пултăр сан", - тесе ырă сунас килет ăна.

Г.Соловьев, "Ял ĕçченĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ 25 çул пулнă, пичет ĕçĕн ветеранĕ.

-1935 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче хаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнă.

Материалсене калăпласа пичете хатĕрлеме йывăр пулнă, полиграфи бази чухăнччĕ, саспаллисене ытларах алăпа пухнă.

Çăмăл мар лару-тăрура та халăха çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăнă, умри тĕллевсене палăртнă, вĕсене татса памалли çул-йĕрсене уçса панă, малтисен опытне сарнă, лайăххине ырланă, çитменлĕхсене критикленĕ.

Халĕ "Ял ĕçченне" электронлă майпа редакцирех наборлаççĕ, Шупашкарта пичетлеççĕ.

Хама телейлĕ тесе шутлатăп "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕнче 25 çул ĕçлеме тỹр килнĕшĕн. "Пурнăç сукмакĕпе", "Ах, вăхăт, вăхăт" ятлă кĕнекесене вулакан патне çитерме май килчĕ.

Хаçат содержанине лайăхлатсах пымалла, актуаллă темăсене çивĕч çутатмалла, тĕрлĕ жанрсемпе анлăрах усă курмалла, пичет витĕмлĕхне ỹстермелле пултăр. Общество корреспонденчĕсем тачă çыхăну тытчăр журналистсемпе. Номерсене интереслĕ кăларсан, тираж та ỹссех пырĕ. Район хаçачĕн пуласлăхĕ çутă пултăр, çынсем ăна хапăлласах вулаччăр. Литература çулталăкĕ çырас профессипе туслашнисене пысăк ỹсĕм кỹтĕр.

Журналистсене хаçатшăн тав тăватăп.

А.НИКИТИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика