АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн юлташ

17 февраля 2015 г.

Чăн-чăн юлташ

Хальхи пурнăçра тĕрлĕ енлĕ информацисĕр пурăнма çук ĕнтĕ. Ăна таçтан та илме пулать: телевидени урлă та, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс пек анлă интернет уçлăхĕ урлă та. "Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест", - тенĕ евĕр, çĕнĕ хыпарсене хаçат-журнал тытса вуласа та пĕлетпĕр.

Районти "Ял ĕçченĕ" хаçат пирĕн çемьешĕн - чăн-чăн юлташ. Аттепе анне тăван тăрăхăн кулленхи пурнăçĕпе паллашаççĕ. Кил хуçалăхра кирлĕ сĕнỹ-канашсене касса илсе уйрăм папкăна хураççĕ, хамăр çемьепе çыхăннă хаçатсене те чыслăн упраççĕ. Эпир вара аппапа конкурссене хатĕрленме, килти ĕçсене пурнăçлама тĕрлĕ енлĕ информаци илетпĕр. Сочиненисем е ытти пултарулăх ĕçĕсем çырнă чух та усă куратпăр унти статьясемпе. Хаçатра район историйĕ, унăн паллă çыннисем çинчен нумай материал пичетленет. Шкулсенче вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех. Ача-пăча искусство шкулне çỹрекенсем тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерни çинчен те хыпарласах тăрать. Пирĕн сăнсене хаçатра курсан аттепе анне те, кукамайпа асатте те питĕ савăнаççĕ.

Манăн юратнă юлташăн "Ял ĕçченĕн" нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 80 çулхи юбилейĕ. Çавра çулпа чун-чĕререн саламлатăп, хаçата, унта ĕçлекенсене вăрăм ĕмĕр, пысăк çитĕнỹсем сунатăп. Район çыннисене хаçатпа туслă пулма сĕнетĕп.

Катя ВЛАДИМИРОВА. Тăвай шкулĕ, 5 "б" класс.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика