АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Квалификациллĕ категорийĕсене хỹтĕлерĕç

28 ноября 2014 г.

Квалификациллĕ категорийĕсене хỹтĕлерĕç

 

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Учителĕн пурнăçĕ, чăнах та, ытларах шкулта иртет. Ачасене тарăн пĕлỹ памашкăн унăн хăйĕн те нумай вĕренмелле, пурнăçпа тан пырассишĕн тавра курăмне аталантарсах тăмалла. Çапла тăваççĕ те Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ĕçлекен Л.В.Данилова, Д.Н.Ярмулина, А.А.Лазарева, В.В.Владимирова учительсем. Хăйсен ăсталăхне вĕсем çулран çул туптаса пыраççĕ.

Л.В.Данилова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ачасене математика вĕрентет. Вĕсенчен 20 çулне директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

В.В.Владимирова асăн-нă шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçланăранпа 14 çул çитрĕ. 2-11 классене юратса вĕрентет. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, пулсах çитейменнишĕн пăшăрханать. Унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсемпе тĕрлĕрен конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Д.Н.Ярмулина, А.А.Лазарева - иккĕшĕ те пуçламăш классен учителĕсем. Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшса ĕçлеççĕ вĕсем, урокра ачисене тарăн пĕлỹ пама тăрăшаççĕ. Кашни ачан хăйевĕрлĕхне палăртса ăна малалла аталантарасси пĕлтерĕшлĕ вĕсемшĕн. Дина Николаевнăпа Антонина Александровна кашни ача патне çул тупма пĕлеççĕ, вĕсен пултарулăхне, ăс-хакăлне аталантарса пыраççĕ, ачасене пысăк çемьери евĕр пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентеççĕ.

Пирĕн учительсем - ырă кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр. Вĕсене хăйсем пурнăçра суйласа илнĕ ĕçĕ савăнăç кăна кỹрет. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче асăннă вĕрентекенсем пурте ырă ята тивĕçнĕ, творчествăлла ĕçлеççĕ. Çак кунсенче вĕсем хăйсен квалификациллĕ категорийĕсене хỹтĕлерĕç.

З.ШУТОВА. Енĕш Нăрваш шкулĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Данилова, В.Владимирова, Д.Ярмулина тата А.Лазарева вĕрентекенсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика